АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап купи айне пулмăпăр-и?

08 августа 2009 г.

 

«Чун тăвăлса килнипе, пăшăрханнипе çыратăп эпĕ çак çырăва. Тăван ен, тавралăх илемсĕрленнипе лăпланаймастăп...

Хам инçетре, Магнитогорск хулинчех пурăнатăп пулин те, тăван ене, Комсомольскине, яланах васкатăп. Аттепе анне, Михаил Александровичпа Александра Ивановна, Комсомольски масарĕнче канлĕх тупнă. Вĕсен вилтăприйĕсем çинче час-часах пулма тăрăшатпăр. Тăвансем те кунта чылайăн. Эпир ача чухне çитĕннĕ вăхăтринчен Каçал тăрăхĕ чылай илемленнĕ, капмарланнă, çĕнелнĕ. Район центрĕпе утма та кăмăллă. Çак илемпе киленес те киленес килет. Вăл çулран-çул аталанса пынишĕн савăнатăп, унпа мухтанатăп. Район 70 çулхи юбилейне паллă тунă май, энциклопеди тухнине пĕлсен еплерех савăнтăм. Алла тытсан унта палланă çынсем, тăвансем, аппасем, тетесем, йăмăксем пирки çырнине вуларăм. Пĕрремĕш учительница та, Екатерина Яковлевна Катаркина, энциклопедие кĕнĕ. Кунта чăннипех те мухтава тивĕçлĕ, хисеплĕ çынсем пирки каласа панă. Каçал тăрăхĕнче çакăн пек маттур çынсем çитĕннишĕн тавах Турра.

Тăван ен тесен куç умне ачалăх тухса тăрать. Урамра çара уранах чупнă, вылянă. Кашниех шкулта пĕлÿ пухнă. Пирĕн, Лазаревсен çемйи, Кубнинская урамри 6-мĕш çуртра пурăннă. Аттепе анне 9 ача çуратса пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕскерсем, терт-нушине чылай курнă. Колхозра ĕçленĕ, аттепе аннене пулăшнă. Пахча-çимĕç те чылай çитĕнтернĕ. Кĕтне шывĕ хĕрринче пурăннăран çак кÿлĕре мĕн чухлĕ пулă тытман-ши? Вăл пирĕншĕн чăн-чăн çăлăнăç пулнă. Çак кÿлĕрех шыва кĕрсе киленнĕ. Чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулнă вăл. Халĕ... Мĕн тесе шутлатăр — кунта тĕлĕнсе каймалла таса мар, йĕри-тавра çÿп-çап купи, шапа пăтти шыва хупласа хунă, хăмăшсем ÿсеççĕ. Эпир шыва кĕрсе киленнĕ вырăнта халĕ шурлăх тесен тĕрĕсрех-ши е... çÿп-çап тăкмалли вырăн; Чун ыратать, çак тасамарлăха курсан йĕрес килет. Мĕншĕн çав териех юхăнтарса янă-ха ăна? Кам айăплă-ши çакăншăн? Кĕтне хĕрри ытла та илемлĕ пулнăран унта кану зони тума пуçланă тенине те илтнĕччĕ. Пĕр вăхăт чылай ĕçлерĕç. Кунтан-унтан тăпра турттарчĕç, пысăк автомашинăсем, тĕрлĕ эксковаторсем ĕçленине те илтнĕччĕ. Çак ĕç малалла кайнине, ăна вĕçленине илтмерĕм эпĕ. Ăна тусан, тен Кĕтне хĕррине илем кÿртĕç, çÿп-çапран та тасатĕç.

Халĕ вара унти тасамарлăха куçпа курса ĕненмелле, унсăрăн шутласа кăларать тетĕр пулĕ.

Кĕтне шывне çăлма пулăшăр! Чун ыратать. Сирĕнтен пулăшу ыйтатăп»,— тесе çырать Магнитогорск хулинче пурăнакан Лазаревсен йăхĕнчи Зоя Михайловна Поповская.

Çырăва вуласа тухнă хыççăн чăнах та вырăна çитсе курмасăр чăтаймарăм. Унта-кунта çÿп-çап куписем пурри, ытла та чыссăр пулнă пирки пĕрре кăна мар çырнă. Анчах та пĕри те тирпейлĕхшĕн тăрăшмаççĕ. Пур-ха вĕсем, тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем. Анчах та сахалăн.

Палăртнă адреспа çитсен Зоя Михайловна тĕрĕсех çырнине курса ĕнентĕм. Кунта халĕ Кĕтне юханшывĕ мар, пĕр-пĕр çÿп-çап тăкмалли «свалка» тейĕн. Кĕтне шывĕн тĕсĕ те çук, вăл сип-симĕс, хăмăшсем вăй илнĕ. Унчченхи пек, кунта шыва кĕрсе киленме майĕ те çук. Куршанак та ĕрчесе кайнă. Тĕлĕнмелле е йĕмелле?... Кунта пурăнакансем мĕн пирки шутлаççĕ-ха, вĕсем килти çÿп-çапа тухса пăрахаççĕ. Тĕрлĕ кĕленче савăт-сапа, тăхăнмалли япаласем, выльăх-чĕрлĕх юлашкисем... Пĕрле кар пуçтарăнса тухсан, çÿп-çапа тасатма та пулать вĕт е вĕсем кун пирки шутламаççĕ. Çак тасамарлăха курса йăлăхмаççĕ-ши? Кунта, аслисемсĕр пуçне, ачасем те çитĕнеççĕ, чупаççĕ, выляççĕ.

Çак адреспа пулнипе çеç çырлахмарăмăр. Кĕтне шывĕ юхакан хăш-пĕр ытти вырăна та çитсе куртăмăр. Мĕн тесе шутлатăр, чылай çĕрте çакăн пек ÿкерчĕк е тата хăрушăрах. Тĕслĕхрен, Центральная 86—88 çуртсем хыçĕнчи çырма çÿп-çаппа тулнă. Ятарласах килсе тăкаççĕ пулас. Хăшĕ-пĕри инçетренех çитет. Хăй пурăнакан вырăн таса пулсан ытти çĕрти тарама тесе шутлать-ши? Çук, вăл йăнăшать. Тирпейлĕ пулас тесен пур çĕрте те пуçтармалла, хăв пурăнакан тавралăха çеç мар.

Çÿп-çап куписене пĕрле пуçтарăнсах тасатасчĕ, унсăрăн тасамарлăх айне пулатпăр. Çав урамра, таврара пурăнакансен кар тăрса субботника тухмалла, ырă ĕç тумалла. Санитари условийĕсем тивĕçтерменни сывлăхшăн та сиенлĕ-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика