08 августа 2009 г.
Районта пурăнакансене спорта явăçтарас тĕлĕшпе чылай ĕç тăватпăр. Халиччен пирĕн тăрăхра анлă сарăлман спорт енĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Баскетбол, хоккей, алă вăйĕ виçесси, алă вăйĕпе çапăçасси, шывра вăхăтпа ишесси... Юлашки вăхăтра ватти те, вĕтти те стадионсем енне туртăнать. Шкулсенче те, район шайĕнче те тăтăшах тĕрлĕ спорт енĕсемпе ăмăртусем пулаççĕ. Шутласа пăхнă тăрăх, иртнĕ çул районта пурăнакан пĕтĕм халăхăн 22 ытла проценчĕ секцисене çÿренĕ. Районта 19 спорт залĕ, ачасемпе çамрăксен 1 спорт шкулĕ ĕçлет. Унта 468 ача тренировкăсем ирттерет.
Çулсеренех шкул ачисем хушшинче спартакиадăсем йĕркелетпĕр. Унта ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Юлашки вăхăтра ял поселенийĕсен ĕçченĕсем хушшинче те спартакиадăсем тума пуçларăмăр. Тупăшусенче вĕсем те хастар.
Республикăра ирттерекен пĕр ăмăртуран та юлман тесех калас килет. Ачасем хушшинче республика спартакиадинче 6-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Аслисем хушшинче — 13-мĕш вырăн. Çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» вăййисенче Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ III, Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ II вырăнсене йышăнчĕç. Ку тупăшусенче ачасен хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартма тиврĕ. Вăй-хал та, ăс-хакăл та кирлĕ пулнă унта. Çакă шкулсенче вĕренекенсене спорт енчен тĕплĕн хатĕрленине туллин çирĕплетет.
Физкультурăпа ĕçлекен кадрсем çителĕксĕр пулин те, пирĕн район республикăра спортра палăрса тăрать. Ăмăртусенче хамăра лайăх енчен кăтартатпăр. Пирĕн районта бассейн çук. Апла пулин те шывра ишессипе Хирти Мăнтăрти С.Воронцов, Тăманлă Выçлири С.Тумаков, Н.Яковлева республикăри ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Пирĕн шашкăлла ăста вылякан вĕренекенсем те пур. Республикăри ăмăртусенче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă, С.Красилов, С.Данилов, А.Тимофеева (пурте Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухаççĕ) шашкăлла выляса 2-мĕш вырăн йышăннă. Тăманлă Выçли вăтам шку лĕнче вĕренекен С.Тумаков çамрăксем хушшинче иртнĕ ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăннă.
Районта пурăнакан, спортпа туслă çынсен ячĕсене пурне те палăртса та пĕтереймĕн. Кашни ял поселенийĕнче тенĕ пекех çĕршыв шайĕнче палăрнă çынсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Районта пурăнакансем Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Викторов ячĕпе, Хирти Явăшра воин-интернационалистсене И.Гаврилова, В.Тазетдинова, Нĕркеçре шашкăлла выляса спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă П.Гладкова, СССР чемпионкине В.Чернована, Олимп чемпионне В.Воронкова халалланă ăмăртусене йышлăн хутшăнаççĕ. Тата ытти тупăшусем йĕркелеççĕ. Шкул ачисем çеç мар, спорт ветеранĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе çамрăксене тĕслĕх параççĕ.
Источник: "Каçал Ен"