АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хал енчен çирĕп ачасем хатĕрлĕр

08 августа 2009 г.

 

Районти шкулсенче тĕрлĕ кружоксемпе секцисем ĕçлеççĕ. Вĕсене вĕренекенсем хаваспах çÿреççĕ. Уйрăмах футбол, волейбол, çăмăл атлетикăна, шашка-шахмата юратаççĕ. Çав енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ те. Акă, Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕренекенĕ Сергей Пожеданов полиатлон енĕпе иртнĕ республика чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Районти шкулсенчи хĕрачасен пĕрлештернĕ волейбол команди те республикăра палăрнă. Çакă вĕсен ăсталăхĕ ÿссе пынине çирĕплетет. Пултаруллă хĕрсем хирĕç тăракан командăсене çĕнтерсе пырса республикăра çурма финала тухрĕç. Уйрăмах кунта А.Владимирова, А.Такмакова, Н.Герасимова ăста вылярĕç.

Районта тĕрлĕ спорт енĕсем аталаннă. Акă, Тукай Мишер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем алă вăйĕпе çапăçассине алла илнĕ. Вĕсем районта çеç мар, республикăри ăмăртусенче палăрса тăраççĕ, çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăваççĕ. Н.Зарипов тренерăн ĕçĕ-хĕлĕ çакна çирĕплетет те. Асанкассинчи вăтам, Анат Тимĕрчкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи физкультурăпа вĕрентекенсем те хастар. Ку шкулсенчи ачасем ирĕклĕ майпа кĕрешсе районта та, республикăра та мала тухаççĕ. Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче Н.Ятманов физкультура учителĕ хатĕрленипе йĕлтĕр, çăмăл атлетика спортне юратакансем çитĕнеççĕ. Тупăшусенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Районта спорта аталантарас, ачасен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тăрăшакан вĕрентекенсем чылай. Вĕсене ятран асăнса пĕтереймĕн те. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Нĕркеç, Асанкасси, Тăманлă Выçли вăтам, Александровка, Анат Тимĕрчкасси, Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи ачасемпе районта иртекен ăмăртусенче çĕнтерÿ тăваççĕ. Çакă, паллах, унти вĕрентекенсен тÿписĕр пулмасть.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика