08 августа 2009 г.
— Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче теракт пуласси çинчен суйса пĕлтернĕ тĕслĕхсем çинчен вулама пулать. Ку евĕр ĕçсемшĕн уголовлă яваплăх пăхса хунă-и?
— РФ УК 207-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, пĕлсе тăрсах взрыв пуласси, вут тĕртни çинчен суя информацие пĕлтернĕшĕн 200 пин тенкĕне яхăн штрафлаççĕ, е 18 уйăх хушшинчи тупăш чухлĕ, е 1—2 çул таран юсанмалли ĕçсене палăртаççĕ, е 3—6 уйăх таран арестлеççĕ, е 3 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Террора хирĕç кĕрешекен наци комитечĕн аппарачĕ палăртнă тăрăх, «телефон террорисчĕсем» ытларах — 11—17 çулсенчи ачасем. Вĕсем социаллă йывăр, тулли мар çемьесенче ÿсеççĕ, вĕренÿре юлса пыраççĕ, психика пăсăлнипе аптăраççĕ.
Кун пек уголовнăй ĕçсемпе айăплав, суя пĕлтерÿпе е ăна тĕрĕслессипе тĕрлĕ службăсем тăкак тÿснине саплаштарассипе, гражданла тавăç хучĕ тăратнипе пулать. Енчен те йĕркене пăсакан çула çитмен çамрăк-тăк, тăкаксене ашшĕ-амăшĕ тÿлет.
— Террорпа кĕрешни вăл — фронт чиккисĕр вăрçă. Террористсем хуть те мĕнле самант-ра та пирĕн хушăра ахаль граждан пек пулма пултараççĕ. Террористсене е вĕсен шухăшĕсене уйăрса илмелли паллăсем пур-ши?
— Террористсен ĕçĕ кашнинчех куç тĕлне пулмасть. Анчах та вĕсем пур пĕр ыттисенчен кăшт урăхларах (подозрительный). Преступникăн паллисене аса илме тăрăшăр, тимлĕ пулăр. Вĕсене хăвăр чарма ан ыткăнăр. Сезонпа тумланман çынсенчен сыхланăр: енчен те çулла хулăн куртка е плащ тăхăннă çынна курсан — асăрхануллă пулăр. Тумтир айĕнче террористсем ытларах чухне бомбăсем пытараççĕ. Кинотеатра е уявра пысăк сумкăллă çынсенчен те шикленĕр. Енчен те унран аяккарах пăрăнаймастăр пулсан, унăн пит-куç мимикине сăнăр. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, терракт валли хатĕрленекен преступник питĕ тимлĕ, тутасене пăчăртаса тытать е кĕлĕ вуланă евĕр вăраххăн хусканать.
— Террористсем граждансене заложнике илнипе çыхăннă лару-тăрура сыхланас тесен мĕн тумалла?
Хăшпĕр правилăсене пăхăнсан йăнăшран пăрăнма пулать. Заложнике ярса илес хăрушлăх сиксе тухсан вĕсен хисепне лекессинчен хăтăлма тăрăшăр. Вăраха ямасăр хăрушă вырăнтан кайăр, пытанăр. Террористсем каясса кĕтĕр. Преступниксенчен пытанма май килмерĕ-тĕк хăвăр хăранине ан кăтартăр, лăпкă пулма тăрăшăр. Террористсем ыйтнине пурнăçлăр. Вĕсем ытти заложниксем тĕлĕшпе тунă ĕçсем çине куç хупăр. Хăвăр кăмăлсăрланнине ан кăтартăр.
Заложниксене ярса илнĕ вăхăт ку вырăнтан çухалмалли чи меллĕ самант пулнине асра тытмалла. Енчен те сире çăлассипе операци пуçлансан, урайне ÿкĕр, пуçа алăсемпе хуплăр.
— Заложникра пулнă чухне инкеке лекнĕ çынсен психики аманать...
— Заложнике лекнĕ çын чи малтанах лару-тăрăва адекватлă хак параймасть. Хăшĕ-пĕри пусахланине (насилие) хирĕç тăрать. Хăвăра алăра тытăр, мĕншĕн тесен ку лару-тăрура террористсем пăлхава çĕклекенсене вĕлереççĕ. Палăртнă тăрăх, террористсем вăйлă стресс тытăмĕнче пулаççĕ, çавăнпа та питĕ хаяр.
Заложниксен тыткăнри пĕрремĕш сехетсенчи шок хыççăн адаптаци процесĕ пуçланать. Анчах та ку питĕ хакла ларать. Чи малтанах çыннăн психики аманать. Заложнике лекнĕ çынсен йăнăшĕ — террористсене ăнланма тата вĕсенче хĕрхенÿ туйăмне вăратма тăрăшни. Анчах та ку иллюзи çеç. Террористсене ăнланма пикенни ытти заложниксене сутнăпа пĕрех. Боевиксем пур пĕр сире вырăна хумĕç.
— Заложникре пулнă çынсен тăванĕсен мĕнле правилăсене пăхăнмалла?
— Специалистсем палăртнă тăрăх, заложникре пулнă çынсене çеç мар, террорла акта куракансене те психологи пулăшăвĕ кирлĕ. Инкек тÿсекен йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнтăр тесен çак правилăсене пăхăнмалла:
— çынна хăйĕн туйăмĕсене «кăларма» ан чăрмантарăр, вăл пулса иртнĕ пулăмсене тăвансене, паллакансене тепĕр хут каласа парсан та ан чарăр;
— калаçу вăхăтĕнче туйăмсене «кăларнине» хавхалантарăр;
— арçынсем кун пек чухне хăйсен реакцине çилĕ урлă кăтартаççĕ — тарăхăва кăларма ан чăрмантарăр;
— инкек тÿсекене нумайлăха пĕччен ан хăварăр.
Тимлĕ пулни кăна террорла актсенчен сыхланма пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"