08 августа 2009 г.
— Паян палăртнă ĕçе вĕçлесчĕ. Çапса тĕшĕленĕ урпана анализ тумалла, хăш сорт ăнса пулнине тишкермелле,— тет Надежда Михайловна агроном. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе ĕçлет. Вĕсен тухăçлăхне, ытти паха енне тишкерет, пĕтĕмлетÿсем тăвать. Акă, кăçал вĕсем хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çинче 31 сорт çурхи тулă, 16 сорт çурхи урпа, 5 сорт вика, 17 сорт сĕлĕ, 16 сорт пăрçа, 25 сорт кĕрхи тулă, 24 сорт кĕрхи ыраш акнă. Çаксене пурне те ятарлă «Сампо-500» комбайнпа выраç-çĕ. Вăрлăхсене «суперпеткуспа» алласа хатĕрлеççĕ. Вĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Тухăçлă та ăнса пулнисене хуçалăхсене акма сĕнеççĕ.
Паянхи куна сăнав участокĕнчи кĕрхи ырашпа тулла çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи ыраш кашни гектар пуçне вăтамран 67 центнер, кĕрхи тулă 45 центнер тухăçпа савăнтарнă. Вăрлăхлăх тата выльăх-чĕрлĕх валли акнă пăрçана та пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал ĕçченсем 16 тĕрлĕ пăрçа акнă, апатлăхлине кашни гектар пуçне вăтамран 20,2 центнер, вăрлăхлăх пăрçана 16,2 центнер илнĕ. Сĕлĕ те япăх мар тухăçпа савăнтарнă. Уйрăмах «Юбилейная», «Юбилейная 110» сортсем ăнса пулнă.
Çĕр улми ял хуçалăх производствинче чи тухăçлă культура тесе палăртаççĕ. Çакă чылай чухне тÿрре тухать те. Мĕншĕн тесен çанталăк аван тăрсассăн вăл чăннипех те тухăçлă çитĕнет. Участокра кăçал «иккĕмĕш çăкăрăн» 11 сортне çитĕнтернĕ. Çĕр улмине вĕсем виçĕ тапхăрпа кăларса тĕрĕслеççĕ. Акă, июлĕн 28-мĕшĕнче пуçласа ăна кăларса пăхнă. «Колетта» сорт кашни гектартан 163 центнер, «Розара» 148 центнер тухăç панă. Çавăн пекех «Ред леди», «Лига», «Удача» вăрлăхсен тухăçĕсем япăх мар.
Ытти нумай культурăпа та ĕçлеççĕ агрономсем. Акă, кăçал вĕсем хăярăн «Журавленок», «Изящный», «Либелла» сорчĕсене акса япăх мар тухăç илеççĕ. Кунсерен хăяр анинчен тулли витресемпе кĕреççĕ. Вăтам пулакан купăстасем те пуç çавăрнă. Кăçал каярах пулакан купăстан 14 сортне акнă. Пуçлă сухана кăларнă. Ана çинче вĕсем шăрçа пек выртаççĕ: сарри те, хĕрли те, шурри те пур кунта. Вăрăран акнă сухана кăларман-ха, кăштах ÿсмелле вăл.
«Нантская», «Шантане-2461», «Дуняша», «Наталия», «Варвара», «Анастасия» тата ытти ятлă кишĕр сорчĕсене акнă, пурĕ — 14 сорт. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн 9 сортне сăнаççĕ. Çулсеренех «Бордо-237», «Бордовая ВНИО», «Рапсодия» сортсене çитĕнтерсе япăх мар тухăç илеççĕ. Сахăр кăшманĕн вăрлăхĕсемпе те интересленсех ĕçлеççĕ кунта. Кăçал «Каскад-3», «Рамоза», «РМС-121», «Смена» сортсене акнă. 11 тĕрлĕ кукуруза çитĕнет уй-хирте. Çанталăк типĕрех тăнăран кăçал вĕсем пĕве каяйман иккен.
Мĕн чухлĕ культура ÿстернине лайăх пĕлмелле участокра ĕçлекенсен. Кашнине вăхăтра пуçтарса кĕртмелле. Ятарлă тетраде çырса хумалла, тĕрлĕ анализ туса тухăçне тĕрĕслемелле. Пĕр сăмахпа каласан пурне те шута илме тивет. Агрономсем хăйсене шаннă ĕçе чăннипех те тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, О.Антонова, çамрăк агрономсенчен пĕри вăл, пахча-çимĕç культурисемпе ĕçлет, Н.Чернова пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене тĕпчет. Ю.Антонов агроном çĕр улмипе, кĕрхи культурăсемпе ĕçлет. Пĕр-пĕрне пулăшса, канашласа тăрăшаççĕ агрономсем. Г.С.Чернов заведующи те вĕсене яланах пулăшма хатĕр. Вăл хăй те паха опыт пухас тесе республика, район тулашне час-часах тухса çÿрет. Çĕннине алла илет, ĕçтешĕсене вĕрентет.
Участокра пурте тăрăшса ĕçлени çеç ÿсĕм тума май парать. Паянхи куна С.Евграфова, Н.Волкова, О.Грачева, Л.Герасимова, А.Яковлева, В.Голыева, М.Спиридонова, Е.Алексеева, А.Краснова сортировкăпа урпана алласа вăрлăх валли хатĕрлеççĕ. Г.Ефремова бригадир та кулленех ĕçре. А.Алексеев, А.Игнатьев, С.Докторов трактористсем ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ.
Сăнав участокĕ элита вăрлăхсемпе ĕçлет. Вĕсене пĕр çул çеç мар, темиçешер çул тĕпченĕ хыççăн кăна ял хуçалăх предприятийĕсене сĕнеççĕ. Уйрăм хуçалăхсем те пысăк тухăç паракан пахча-çимĕç культурисене çитĕнтерме пултараççĕ.
«Вăрлăхсене тĕпчеме тĕрлĕ çĕртен ярса параççĕ. Ульяновск, Мускав, Самар хулисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Кашни вăрлăха уйрăмшарăн тĕпчемелле. Унăн ÿсĕм хăвăртлăхне, хăш тăпрана килĕштернине, чир-чĕре тÿсĕмлине, вырăнти çут çанталăка та шута илмелле. Çав вăхăтрах вĕсене удобрени памалла, çумкурăкран тĕрлĕ гербицид сапмалла. Ĕç чăнах та нумай. Кашни культурăна ятарлă электрон тарасапах виçеççĕ. Çапла майпа пин-пин вăрлăха тĕпчеме тивет»,— тет хăйсен интереслĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса О.Антонова агроном.
Источник: "Каçал Ен"