АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм çăлкуçĕ - тăрăшулăхра

08 августа 2009 г.

 

«Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕнче июлĕн 28-мĕшĕнче пуçласа вырмана тухнă. Чи малтанах кĕрхи ыраша çапса тĕшĕленĕ. 70 гектар çинчен 247 тонна тырă пÿлмене кĕртнĕ. Комбайнсем паян урпа уйĕнче. Кунта виçĕ экипаж ĕçлет.

Çапса тĕшĕлемелли лаптăк та чылай-ха. 25 гектар çинче ĕçе пурнăçланă пулсассăн, тата 225 гектар ыраш çапмалла. 200 гектар тулă уйĕ те «хир карапĕсене» кĕтет. Комбайнсем лайăх ĕçлесен вырмана вăхăтра вĕçлесси куç кĕрет. Тырра КамАЗ тата ГАЗ-53 автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ. «Лайăх ĕçлесен кунне вăтамран 30—50 тонна çапса тĕшĕлетпĕр»,— тет С.Крысов комбайнер. Сергей вырмара тăхăр çул вăй хурать. Вăл «Енисей-1200 НМ» комбайнпа тăрăшать. А.Гладков — ăста комбайнерсенчен пĕри, вăл 27 çул штурвал умĕнче. «Ывăл, Славик, çуралнăранпах комбайн çине ларнă та, паянхи кунччен çак ĕçре. Тĕрлĕ комбайнпа ĕçлесе курма тÿр килнĕ. Кăçал «СК-5 Нивăпа» вырмана тухрăм»,— тет Толя тете. А.Зайцев та ĕçре тăрăшуллă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хураççĕ ĕçченсем. Кăнтăрлахи вăхăтра, апатра канса илеççĕ те, шав малалла тăрăшаççĕ. Столовăйĕнче ĕçлекенсем хуçалăх ĕçченĕсем валли çителĕклĕ апат пĕçереççĕ. Хире ятарлă машинăпа тухаççĕ. Ку питех те меллĕ, вăхăт перекетлеме май парать. Н.Морозов та поварсемпе яланах çула тухма хатĕр. А.Яковлевапа С.Свеклова поварсем техĕмлĕ апатпа тивĕçтерме хавас.

Йĕтем çинче те вăр-вар ĕçлеççĕ. Кÿрсе килнĕ тулла çийĕнчех аллаççĕ, вăрлăха хумаллине пÿлмесене кĕртеççĕ. Ю.Алексеева, Н.Порядкова, А.Яковлева, Н.Котова, Ю.Андреева, Владимирпа Василий Смирновсем, В.Гладков, В.Воронова ĕçченсем, Н.Таллеровпа В.Гладков сортировщиксем, Н.Кузнецова весовщик, М.Индюкова кладовщик, О.Антонов водитель килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Ĕç кал-кал пынăран ÿсĕм те курăнать. Хирти улăма çийĕнчех тюкласа пыраççĕ. Кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе 150 гектар çинче пурнăçланă та. Умра ĕç нумай-ха. Çĕр улми кăларма та вăхăт çитет. Çак культурăна 25 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Тăрăшсан, вăй хурсан, ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласан вырмана кĕске вăхăтрах вĕçлеме шанăç пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика