АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРРЕМĔШ КЛАСА КАЙМА ХАТĔР-И?

01 августа 2009 г.

 

Ашшĕ-амăшĕшĕн ачисене пуçласа шкула, пĕрремĕш класа ярасси пĕрре те çăмăл мар. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕшĕн пăшăрханаççĕ, вулама, çырма вĕрентес пирки пуç ватаççĕ. Çакă пурнăçра пысăк вырăн йышăнать-ши?

— Эпĕ шкула кайиччен вуннă таран та шутлама пĕлмен. Çакăнта ним япăххине те курман. Ăс-тăн енчен катăк пулнине пĕлтермест вăл. Парта хушшине ларсан ыттисемпе пĕр танах вĕренсе пынă. Çырма та, шутлама та, вулама та çăмăллăнах вĕреннĕччĕ,— тет пĕр пĕлĕшĕм. Çапла, унпа килĕшмеллех. Вăл ялти шкулта вĕреннĕ, садике те çÿремен. Паллах, нимĕнле тестировани урлă та тухман. Ялта ашшĕ-амĕшĕн тĕпренчĕкне ятарласа хатĕрлеме вăхăчĕ те çук. Пĕртен-пĕр шкула çул çитсен илеççех ĕнтĕ. Хулари пек мар. Унти ашшĕ-амĕшĕсем хăш шкула, хăш класа ямаллине пуç ватаççĕ.

— Садикре ачасене шкула кайма туллин хатĕрлесе кăлараççĕ. Анчах та унсăр пуçне тата хатĕрленÿ курсĕсене те çÿретме тивет. Çăмăл мар ачана шкула яма. Ятарлă тест витĕр тухма пĕлÿ шайĕ чылай пысăк кирлĕ. Вĕрентекенсене ачасене тĕрлĕ енлĕн хатĕрлесе яма тивет,— тет юлташăм Алина.

Аслăрах çултисем вара урăхларах шутлаççĕ: «Эпир вĕсене нимĕнле вырсарни шкулне те, хатĕрленÿ курсне те илсе çÿремен. Шкула кайиччен вылянă, урамра чупнă, вĕренесси пирки шухăшра та пулман. Пурпĕрех вĕреннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Хальхи ачасене кăштах шеллетĕп те. Вĕсем выляса юлас вырăнне пĕрремĕш класа кайичченех сĕтел хушшине лараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ сĕтел шакка-шакка темĕн вĕрентет. Ача садĕнче хатĕрлени çителĕксĕр-шим?»—теççĕ.

Самани улшăннăран-ши, вĕрентÿ тытăмĕ те çĕнелсех пырать. Тĕслĕхрен, шкула кайма хатĕрленекен ачан минутра 30-40 сăмах вуламалла пулсан, сас палли те паллайман, вуннă таран та йывăр шутлакан ачана пĕрре те çăмăл килмĕ. Тантăшĕсене ун епле хăваласа çитмелле? Паянхи вĕренÿ программипе шкул çулне çитичченех ачан хăйĕн, ашшĕ-амăшĕн тулли ятне, мĕнле адреспа пурăннине, ашшĕ-амăшĕ ăçта, кам пулса ĕçленине, çĕршывсемпе хуласен ятне, юмах авторĕсене, эрнере миçе кун, çулталăкра миçе уйăх пулнине тата ытти чылай ыйтăва туллин хуравлама пĕлмелле.

Ача сачĕсенче шкул çулне çитекен ачасемпе çулталăк тăршшĕпех педагог-психолог ĕçлет. Çул пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче ачасен пĕлĕвне, вĕсен шайне тĕрĕслес тĕлĕшпе тест ирттерет. Ыйтăвĕсем интереслĕ, çав вăхăтрах кăткăс та. Çăмăл мар паянхи шăпăрлансене, ашшĕ-амăшĕсене.

— Ачан кăмăлĕ пулсан ăна вĕрентме юрать. Вулаттарассине вăрçса, макăртса мар, вăйă евĕр йĕркелемелле. Чи кирли — ачан шкула кайма психологи енчен хатĕр пулмалла. Вĕренес килтĕр унăн. Учитель уншăн хисеплĕ, хаклă вырăнта пултăр,— тет районти диагностика центрĕн психологĕ Валерий Иванович Кириллов.

— Валерий Иванович, кăçал районта пĕрремĕш класа миçе ача каять?

— Шкула 6,5 çулти ачасене илеççĕ. Эпир вĕсене апрель уйăхĕнчех тĕрĕслеме пуçланă. Логопед, психолог вĕсене тĕрлĕ енчен тишкерет. Кунта ятарлă вăйăсем те пур, тестсем те. Тĕрĕсленĕ хыççăн 277 ача парта хушшине пĕрремĕш хут ларма хатĕр тесе йышăнтăмăр. Тен, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ хутшăнма пултарать. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, пур ача та психологи енчен шкула кайма хатĕр тесех калатăп. Хăшĕ-пĕри вулама та пĕлет, шутлать, çырать. Кашнин аталанăвĕ тĕрлĕрен. Анчах та шкулта пур ача та пĕр шайра пулсан аванрах. Мĕншĕн тесессĕн пĕр ача пурне те пĕлет пулсан, унăн вĕренме интерес пулмасса та пултарать. Кун пек чухне вĕренес туртăм чакас хăрушлăх пысăк.

— Шкула хатĕр ачан мĕнле пулмалла-ши? Мĕне пăхса, хакласа вăл хатĕр темелле?

— Ача шутлама, çырма, вулама пĕлсен вăл хатĕр тени йăнăшрах, вăл психологи енчен хатĕр пулни пахарах. Ачан хăйне хаклама пĕлмелле, ыттисен шухăшне шута илни вырăнлă. Класра пур ачан та пĕр пулмалла. Шухăшлама, пур обьекта та танлаштарма пĕлмелле.

Шкула хатĕр мар ача ытларах выляма пăхать. Тĕслĕхрен, эпир тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра та кун пекки пулнах. Ачасене юмах вуласа паратăн, чи интереслĕ вăхăтра чарăнатăн. Малалла вулас-и е сан выляс килет-и тесе ыйтсан, хăшĕ-пĕри юмахпа кăсăкланать, тепри выляма вĕçтерет. Ачана шкула хатĕрленĕ май е вĕреннĕ вăхăтра ашшĕ-амăшĕсен те ача çине пысăк тимлĕх уйăрма тивĕ. Уроксене пĕрле хатĕрленмелле, ыйтусене сÿтсе явмалла. Йывăр вăхăтра пулăшмалла, кăлтăксене пĕрле пĕтермелле,— пĕтĕмлетрĕ хăй шухăшне Валерий Иванович.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика