01 августа 2009 г.
Апат çеç мар, çанталăк та выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ çине витĕм кÿрет. Шăрăх кунсем тăчĕç пулин те, районти хуçалăхсенче сăвăма пĕлтĕрхинчен чакармарĕç. Ешĕл те сĕтеклĕ апат çителĕклĕ çитереççĕ, кĕтÿре çÿретеççĕ, фураж та аванах параççĕ.
Июлĕн 30-мĕшĕнче районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем кашни ĕнерен 14 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 400 грамм ытларах. Сăвăм яланхи пекех «Рассвет» хуçалăхра пысăк. Унти ĕнесем талăкра вăтамран кашни 19,2 килограмм сĕт антараççĕ. «Пайгас», «Родина», «Заря, «Труд», «Искра» хуçалăхсенче 17,6—14 килограмм сĕт суса илеççĕ. «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕнче вара талăксерен сăвăм 7,0 килогрампа çеç танлашать.
Источник: "Каçал Ен"