АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĔР САККИ САРЛАКА – ТЕМ ТЕ КУРĂНПУРНĂÇРА

29 июля 2009 г.

 

Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕн çĕр çинче. Лайăхрах пăхатăп та, хĕрарăмсем мĕн тери вăйлă вĕт-ха вĕсем. Тĕнчере ачисемшĕн пурнăçне пама хатĕр амăшĕсем, вĕсемшĕн ырми-канми тăрăшнă тĕслĕхсем калама çук нумай. Сăмахăм Шурут ялĕнче пурăнакан Евдокия Александровна Уразаева пирки пырать. Июлĕн 30-мĕшĕнче вăл 100 çул тултарать. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Пурнăçра çак хĕрарăмпа юнашар ырри те, усалли те юнашарах çÿренĕ.

Евтук аппа Йăвашкел ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 12 ачаран вăл виççĕмĕш пулнă. Мĕн пĕчĕкренех тĕпренчĕкĕсене ĕçе хăнăхтарнă. Пирĕн атте-аннесем, асанне-асаттесем ир-ирех тăрса аслисемпе юнашар ĕçленине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Шăрăхран та, шартлама сивĕрен те, çил-тăманран та хăраман вĕсем. Епле те пулсан çисе тăранмалăх ĕçлесе илме тăрăшнă. Евтук аппа ашшĕ, Александр Софронович Сафронов, пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса килнĕ пулсан та, килте ал усса ларман, çĕр çинче ĕçлесе тыр-пул туса илнĕ. Тăхăр хĕр ача тата виçĕ ывăл ача çитĕнтернĕ Софроновсем. 1917 çул хыççăн вĕсене çĕр лаптăкĕсене çителĕклех валеçсе панă. Ашшĕ арман лартнă, лашасем илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Софроновсен çемйине нуша килсе çитнĕ. Çĕршыври ытти нумай çемье пекех, «мясорубкăна» лекнĕ, кулаксен йышне кĕртнĕ. Евтук аппа ашшĕне Çĕпĕре ăсатмалли çинчен йышăну кăларнă. Çамрăк хĕр 1931 çулта Шурут ял каччипе — Тимофей Ильич Уразаевпа паллашнă. Тепĕр çулталăкран юратнă мăшăрне хĕрарăм ывăл çуратса панă.

Т.Уразаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайсан, Евтук аппа пĕчĕк ачапа тăрса юлать, нушине нумай чăтса ирттерет. Ывăлĕ, Василий, йывăрлăхсене пула ир çитĕннĕ, амăшĕн пĕртен-пĕр пулăшаканĕ пулса тăнă.

Епле пысăк савăнăç пулнă Уразаевсен çемйишĕн вăрçă пĕтнĕ текен хыпар. 1946 çулта Евдокия Александровнăпа Тимофей Ильичăн тепĕр ывăл — Валерий çуралать. Кăвакарчăнсем пек килĕштерсе нумаях пĕр-пĕринпе пурăнайман мăшăр. Çапла çав, чи пысăк инкек вара — пурнăçра сасартăк пĕччен тăрса юласси. Т.Уразаев икĕ ывăлпа мăшăрне пăрахса тухса каять. Чунпа вăйлă, пултаруллă хĕрарăмсем çеç ун пек чухне ураран ÿкмеççĕ. «Çавăн хыççăн эпĕ хама хам тупа турăм: пурнăçра ачасемшĕн пурăнма тытăнатăп. Пурĕпĕр вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларса ура çине тăрататăпах»,— аса илсе каласа пачĕ Е.Уразаева. Ачисем вара пĕринчен-пĕри маттур пулнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, тарăн пĕлÿ илессишĕн ăнтăлнă. Май килнĕ таран амăшне пулăшнă. Евтук аппа арçынсемпе танах колхозра ĕçленĕ, вăрăм каçсенче килте çăпата хуçма та ÿркенмен. Кил-картинче выльăх-чĕрлĕх тытнă, кил-çурта тирпей-илем кĕртнĕ. Йывăра пăхмасăр малалла талпăннă вăл.

«Ас тăватăп-ха 1949—1952 çулсене. Ун чухне пĕрремĕш ывăл Аслă Арапуçне вăтам шкула çÿретчĕ. Çулталăк вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Укçа тÿлемесен — шкула вĕренме кĕртмеççĕ. Çĕрĕпе Василипе ăçтан укçа тупмаллине пуç ватрăмăр. Тупсăмне пурпĕр тупрăмăр. Ирхине ялти пачăшкă патне кайса укçа илсе килсе ачан вĕренес ĕмĕтне татма памарăмăр» — терĕ Евтук аппа. Хура-шурра сахал мар курнă пĕччен хĕрарăм мĕнле çирĕп тĕллевлĕ пулни çакăнтан та палăрать.

Паянхи кун ывăлĕсем — Василийпе Валерий — тивĕçлĕ канура. Евдокия Александровнăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнĕ. Василий Тимофеевич Мускаври ветеринари академине куçăн майпа вĕренсе тухса нумай çул выльăх врачĕнче тăрăшнă. Валерий Тимофеевич хăйĕн çемйипе Зеленодольск хулинче тĕпленнĕ. Вăл та аслă пĕлÿллĕ çар офицерĕ, рядовойран пуçласа подполковнике çитнĕ. Василий Тимофеевичăн мăшăрĕ Галина Прокопьевна — аслă пĕлÿллĕ педагог. Вăл ачасене пĕлÿ парас ĕçре нумай çул ĕçленĕ. Ăна вĕренекенĕсем паянхи кун та ырăпа çеç асăнаççĕ. Ĕçне чунтан парăннă учитель кирек ăçта та ырă ят çеç хăварнă. Мухтанать вĕсемпе Евтук аппа. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен ĕçчен те маттур çынсене хисеплеççĕ. Çавна асра тытсах хăйĕн ачисене те ĕçе хăнăхтарнă.

Çакăнччен тĕрĕс-тĕкел тата сывлăхлă пурăннинче çумри çынсен тÿпи те пысăк тесе шутлатăп. «Лайăх кин лекрĕ мана. 47 çул пĕр килте шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Вăрçăнса, пĕр-пĕрне кÿрентерсе курман. Тав сăмахĕ çеç калатăп кинпе ывăла»,— ырларĕ хунямăшĕ Галина Прокопьевăна. Уразаевсем — лăпкă та сăпайлă, ялти сумлă çынсем. Нихăçан та сасă хăпартса калаçнине илтмен вĕсенчен ял-йыш, кÿршĕ-аршă тата тус-тăванĕсем. Кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан пурнăçлама хăнăхнă.

Евтук аппан 5 мăнук тата 5 мăнмăнук. Мăнукĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Çуллахи вăхăтра яланах вĕсем асламăшĕ патне килеççĕ, хуçалăхра пулăшаççĕ.

«Çырнине вулама куç курмасан та, телевизор пăхса хыпарсемпе паллашатăп. Пурнăçран пĕрре те юлас килмест»,— пĕлтерчĕ Евтук аппа мана ăсатнă май.

Çак кунсенче Евдокия Александровна 100 çулхи юбилейне уявлать. Ăна саламлама инçетрен тăванĕсем килсе çитĕç, сывлăхĕшĕн курка çĕклĕç. Эпир те ăна çак чаплă юбилейпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, çемьере яланхи пекех килĕшÿпе юрату, канлĕ ватлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика