29 июля 2009 г.
Ялта фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлени темрен паха. Кам та пулин аманнă-и, ача канăçсăрланать-и, хăвна япăх туятăн-и — тÿрех çавăнта васкатăн. Сана унта пулăшу параççех. Кунта вăй хуракансем ĕç вăхăтĕнче çеç мар, каçхине те, çур çĕрте те пулăшу пама васкаççĕ. Çынна инкекрен çăлса хăварасси — вĕсен тĕп тĕллевĕ. Чи малтан пулăшу пама васкакансем, маттур шур халатлă ĕçченсем тăрăшаççĕ те Элпуç ял тăрăхĕнче. Кунти фельдшерпа акушер пунктне кĕрсессĕнех чунра ăшă туйăм çуралать. Темшĕн пĕр-пĕр кил-çурта кĕнĕ пекех. Тирпейлĕ те хăтлă, таса. Пур çĕрте те чечексем.
Çак ĕçре пĕр-пĕринпе килĕштерсе, канашласа ĕçлеççĕ те Наиле Минигалиевна Бикбулатовапа Любовь Анатольевна Константинова. Ял çыннисем вĕсене ĕçченлĕхшĕн, тăрăшуллă пулнишĕн хисеплеççĕ. Тĕслĕхрен, Наиле Минигалиевна медицинăра 27çул тăрăшать. 1982 çулта вăл Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухать. Ун хыççăн ăна Элпуçри фельдшер пунктне направленипе ĕçлеме яраççĕ. Унтанпах вăл кунта вăй хурать. Кулленхи ĕçре Наиле Минигалиевнăна Любовь Анатольевна пулăшса пырать. Унăн ĕç стажĕ — 38 çул. Амăшĕ те ĕмĕрĕпех кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. «Анне çумĕнче пулсах çак ĕçе кăмăлларăм пулас. Вăл çав тери маттурччĕ. Ял çыннине кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕрччĕ. Халĕ те килсе çÿрет, сĕнÿ-канаш парать, пулăшать»,— тет Любовь Анатольевна.
— Наиле Минигалиевна, сирĕн тăрăхра çуралакансем йышлă-и?
— Пур, нумаях мар çав. Акă, кăçал 5 ача çут тĕнчене килнĕ. Татах та кĕтетпĕр-ха. Йывăр çын хĕрарăмсене пăхса, тĕрĕслесех тăратпăр. Ачасене те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Уйăхсерен тĕрĕслетпĕр.
— Мĕнле чир канăçсăрлантарать-ха ялта пурăнакансене?
— Ытларах ĕнтĕ юн пусăмĕ ÿснипе аптăраççĕ. Полиартрит, атеросклероз чирĕпе ытларах канăçсăрланаççĕ. Ватă çынсене пулăшу кирлĕ. Вĕсем патне килсерен çÿреме те тивет.
Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакан 800 çынна тивĕçлĕ пулăшу параççĕ ĕçченсем. Кунта ваттисене те, çамрăксене те, ачасене те пысăк тимлĕх уйăрни паха. Тĕслĕхрен, вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче шкулта час-часах профилактика мероприятийĕсем ирттерме тивет. Тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелени ачасемшĕн питех те усăллă çав. Вĕсен сывлăхне те вăхăтра тĕрĕслесе тăмалла.
Фельдшерпа акушер пунктĕнчен çын татăлмасть, кашниех пĕр-пĕр сăлтавпа килет кунта. Хăшне-пĕрне сĕнÿ парса пулăшни, эмел сĕнни те савăнтарать. Тепри укол тутарать, виççĕмĕшĕ юн пусăмне виçтерет, тăваттăмĕшĕ...
«Пирĕн пата килекене медицина пулăшăвĕ пама яланах хатĕр. Апла пулин те пурте çирĕп сывлăхлă пулни, сывă пурнăç йĕркипе пурăнсан епле аван. Ыттисемшĕн эпир те чунтан савăнатпăр»,— тет Наиле Минигалиевна.
Çынсем хисеплени, сума суни ĕçченсемшĕн — чи кирли.
Источник: "Каçал Ен"