АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸСĔМСЕМ ТЕ, ÇИТМЕНЛĔХСЕМ ТЕ ПУР

29 июля 2009 г.

 

Районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкернĕ. Тишкерÿ çакна палăртнă: çак тапхăрта ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшне сыхласа хăварма май килнĕ, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси, вак таварçаврăнăш калăпăшĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшусем парасси, ĕç укçи виçи ÿснĕ. Çав вăхăтрах промышленноç предприятийĕсем продукци кăларасси кăштах чакнă.

Минераллă шыв тултарасси пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайрах юлнă пулсан, алкогольсĕр напитоксем 178,9 пин далл кăларнă, çакă 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулăн 97 проценчĕ чухлĕ. «Агрокабель» ООО 229 км провод туса хатĕрленĕ (2008 çулхи ултă уйăхăн 19,5 проценчĕ чухлĕ), 8,5 км кабель кăларнă (7,9 процент). Çăкăр, çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсем 231 тонна пĕçернĕ е иртнĕ çулхи çак вăхăтрин 95,9 проценчĕ чухлĕ.

Ял хуçалăхĕ район экономикин тĕп отраслĕ пулса тăрать. 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 34 ял хуçалăх организацине шута илнĕ. Ултă уйăхра çак отрасльти пур йышши хуçалăхсенче 174 миллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, çав шутран ял хуçалăх организацийĕсенче — 61 миллион тенкĕлĕх. Япала калăпăшĕн индексĕ 108 тата 98 процентпа танлашнă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аван аталанса пырать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх районĕпе (килти хушма хуçалăхсене шутласан) 13244 пуç шутланнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 1 процент ытларах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 6784 пуç ĕне выльăх тытаççĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2 процент нумайрах. Сыснасен йышĕ те ÿснĕ — мĕн пур категорири хуçалăхсенче 10117 пуçа çитнĕ, иртнĕ çулхи 6 уйăх кăтартăвĕпе танлаштарсан, çакă 108 процент. Ял хуçалăх предприятийĕсенче — колхозсемпе кооперативсенче, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 3595 пуç сысна пур, 2008 çулхи çак тапхăртинчен 8 процент сахалрах.

Мăйракаллă шултра выльăхăн ÿт хушаслăхĕ 532 грама, сыснасен 350 грама çитнĕ. Çак кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7 процент пысăкрах.

Мĕн пур категорири хуçалăхсенче пурĕ 1368 тонна (109 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче 537 тонна (86 процент) аш-какай туса илнĕ. Сĕт сăвасси самаях ÿснĕ, ăна районĕпе 16393 тонна е 2008 çулхи çак тапхăрти шайран 106 процент, ял хуçалăх предприятийĕсенче 5308 тонна (107 процент) суса илнĕ. Иртнĕ 6 уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 2753 килограмм сĕт сунă, çакă пĕлтĕрхинчен 15 процент ытларах.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 100 гектар çĕр пуçне аш-какай илесси вара чакнă. 100 гектар çĕр пуçне районĕпе вăтамран 21,6 ц какай туса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхин 86,5 проценчĕ чухлĕ кăна. 100 гектар пуçне сĕт сăвасси ÿснĕ, 213,4 центнерпа е иртнĕ çулхин 110 проценчĕпе танлашнă.

2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта 6588 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

Район халăхне иртнĕ çур çулта 38,1 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Пĕчĕк предпринимателлĕх те пирĕн пурнăçра хăй вырăнне тупса пырать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 106 пĕчĕк предприятие шута илнĕ. Çак предприятисен 6 уйăхри производство калăпăшĕ (тĕрлĕ ĕçсем, пулăшусем) 175 миллион тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхинчен 4,2 процент нумайрах. Асăннă сферăра 1881 çын ĕç тупнă.

Ĕç укçин виçи ÿссе пыни уйрăмах савăнтарать. 2009 çулхи май уйăхĕнчен вăтам ĕç укçи 8852,4 тенкĕпе танлашнă, çакă республикăри вăтам шалуран (11702,2 тенкĕ) 24,5 процент сахалрах. 2009 çулхи апрель уйăхĕнчипе танлаштарсан вăл 5,3, 2008 çулхи май уйăхĕнчинчен 22,7 процент пысăкрах.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 190 çын шутра тăнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика