25 июля 2009 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Вĕсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тесе, çĕре вăхăтра сухалас енĕпе тăрăшсах ĕçлеççĕ.
Июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр çул ÿсекен курăксене 2062 гектар çинчен çулнă.
7170 тонна утă, 18565 тонна сенаж, 800 тонна силос хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма 2327 гектар çĕр хатĕрленĕ.
ХАМĂР ИНФ.