АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «КАÇАЛ ЕН» ĔÇЧЕНĔСЕМ – ПĔРРЕМĔШСЕМ

25 июля 2009 г.

 

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенчи хаçат редакцийĕсенче ĕçлекенсем, çуллахи спорт вăййисен спартакиадине пиллĕкмĕш хут пуçтарăнчĕç. Кăçал ăна Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕ çывă-хĕнчи вăрман уçланкинче йĕркелерĕç.

Çанталăкĕ ир-ирех çиллĕ, çумăрлă тăчĕ пулсан та, «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем инçе çула тухрĕç. Каярахпа ĕçе чунтан парăннă çынсене вăл шеллерĕ пуль, уяртрĕ, хĕвелĕ те пăхма пуçларĕ.

Спорт вăййисем чи малтан эстафета майĕпе чупассинчен пуçланчĕç. Унта икĕ арçын тата икĕ хĕрарăм чупрĕç. Финиша эстафета патаккине комсомольскисем пĕрремĕш чупса илсе çитерчĕç, чи маттуррисем пулнине çирĕплетрĕç. Çакă вĕсене ытти тупăшусенче те вăй пачĕ.

Алă вăйне виçекенсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Темиçе район журналисчĕсенчен «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Шуряшкина иккĕмĕш, С.Рябинин водитель пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç. Дартсра тĕл перессипе ирттернĕ ăмăрту та куракансене нумай пуçтарчĕ. Темиçе район хушшинчи чи тĕл перекенсен шутне лексе иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр.

Комсомольскисем яланах спортпа тата физкультурăпа туслă пулнă, пулаççĕ те. Футбол вăййи те хĕрÿ иртрĕ. Хĕрарăмсем арçынсемпе пĕр танах футболла выляни питĕ интереслĕ пулчĕ.

«Каçал ен» ĕçченĕсем вĕрен туртассипе те лайăх енчен палăрчĕç, иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç.

Чупса, выляса тата ăмăртса ĕшеннĕ хыççăн шыва кĕрсе савăннинчен пахи те çук. Канашсем хуранпа хатерленĕ тутлă шÿрпе шăрши сăмсасене кăтăклани çеç спортсменсене шывран кăларчĕ.

Канаш районĕн тĕп редакторĕ Александр Владимиров ăмăртусен результачĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕрремĕшсем - комсомольскисем, икккĕмĕшсем – канашсем («Канаш» хаçат редакцийĕ ), виççĕмĕшсем - елчĕксем («Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ ) пулнине палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене пурне те парнесем парса чысларĕç.

Тепĕр çул çакăн пек мероприятие Йĕпреç районĕнче ирттерме палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика