25 июля 2009 г.
Июлĕн 21-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш Республикин хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствинчен специалистсен ушкăнĕ килсе çитрĕ. Сăлтавĕ вара — Йĕпреç тата Комсомольски районĕсене çыхăнтаракан çула асфальт сарса пĕтерни. Çак çул вăл «Калинино- Батырево-Яльчики» трассăн пĕр участокĕ. Меро-приятие пирĕн район пуçлăхĕ Геннадий Волков , Йĕпреç район пуçлăхĕ Анатолий Петров, «Чувашавтодор» чăваш патшалăх учрежденийĕн ертÿçин çумĕ В.Обьедков, «Дорстрой» УАОн ертÿçин çумĕ В.Васильев, район пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Б.Каринкин тата ыттисем те килсе çитрĕç. Ку таранччен Йĕпреç тата Комсомольски районĕсене пĕрлештерекен çул карттă çинче çеç пулнă иккен.
«Çак çулăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Унччен Йĕпреç районне, Улатăр е ытти облаçсене çÿреме çынсен Канаш хули урлă каймалла пулнă. Малашне вара асфальт сарнă çул кĕске вăхăтра, сахал тăкакпа кирлĕ çĕре çитме май парĕ»,— терĕ Геннадий Федорович пуçтарăннисен умĕнче.
Паянхи кун «Чувашавтодор» организацин ĕçченĕсем Тукай ял поселенийĕнчи 3200 метр тăршшĕ çула асфальт сарма пуçланă.