22 июля 2009 г.
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Административлă Кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă Кодексăн 12.18 статйипе килĕшÿллĕн, çуран, велосипедпа çÿрекенсене ирттерсе яманнишĕн водителе 800 тен-кĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Унччен ку статьяпа асăрхаттарнă е 100 тенкĕ таран штрафланă.
Кодексăн 12.19 статйин 3-мĕш пайне çапла хушса хунă: «Çуран çÿрекенсем каçакан вырăнта автотранспорта чарсан е чарса лартсан, ирĕксĕрех чарăнма лекнисĕр пуçне — 300 тенкĕ таранччен штрафлама пултараççĕ».
Çынна çул-йĕр çинче тĕрĕс мар турттарнишĕн ГИБДД ĕçченĕсем малашне 12.23 статьяпа килĕшÿллĕн 500 тенке çитиех штрафлĕç. Çак статьян иккĕмĕш пайĕ тăрăх айăпласа 700 тенкĕ шыраса илме май пур.
Çул çÿрекенсенчен тата пассажирсенчен, 12.29 статьяпа килĕшÿллĕн, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн 200 тенкĕ таранчченех штраф шыраса илмелле. Çуран çÿрекенсем тата водительсем! Çул çинче пĕрне-пĕри хисеплĕр!