22 июля 2009 г.
Федерацин 2006 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 256-мĕш саккунĕ тăрăх, амăшĕн капиталĕн укçине пĕтĕмпех е унăн пĕр пайне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, амăшĕн пулас пенсийĕн страховани пайне йĕркелеме яма юрать. Çак ирĕкпе сертификат хуçисем иккĕмĕш ача çуралнăранпа (усрава ил-нĕренпе ) 3 çул тултарсан усă кураççĕ. Укçа-тенке мĕн тĕллевпе тăкакласси пирки вара çур çул маларах çырса пĕлтермелле. Тĕслĕхрен, ача 2007 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çуралнă — заявление 2009 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче, 2007 çулхи пуш уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ пулсан — 2009 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче çырса памалла.
Амăшĕн капиталĕ шучĕпе амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерме хывасси пирки хальлĕхе тивĕçлĕ йышăну туман-ха. Унпа пурнăç условийĕсене лайăхлатма усă курассине уçăмлатнă ĕнтĕ, РФ Правительствин 2007 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче 862-мĕш йышăнăвĕпе çурт туянма, лартма, пая кĕрсе çурт строительствине хутшăнма, пурăнмалли çурт-йĕр кооперативĕсен членĕсен малтанхи пай взносне тÿлеме, çурт илме е лартма кредит е займ илнĕ чух малтанхи взнос хывма, пурăнмалли çурт- йĕр кредичĕн, çав шутра ипотека кредичĕн тĕп парăмне тата проценчĕсене (федерацин 2008 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчи 288-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ача ÿсĕмне пăхмасăр, енчен те кредит килĕшĕвне 2010 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен йышăннă тăк.
Паянхи кун Чăваш Республикинче çак тĕллевпе çыхăннă 1400 заявление йышăннă, тÿлеме юрать.
Амăшĕн капиталĕн укçипе ачисене вĕрентес текенсен çакна пĕлмелле: çамрăк ÿсĕмĕ 25 çултан аслă пулмалла мар.
Хваттер туянас, ывăл-хĕрне пĕлÿ парас тĕллевлисенчен заявленисене икĕ тапхăрпа йышăнаççĕ: укçа çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче кирлĕ тĕк — çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен, тепĕр çулхи пĕрремĕш çур çул валли юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ыйтса çырмалла. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, асăннă служба тытăмĕ амăшĕн капиталĕн ирĕкĕпе усă курас текенсенчен заявлени йышăнма пуçланă. Сăмах май, Чăваш Енре 2007 çултанпа патшалăх сертификатне 14 пин çемье илнĕ.