22 июля 2009 г.
Çанталăк шăрăх тăни вутпа кĕрешекенсен тимлĕхне палăрмаллах ÿстерет, темиçе хут сыхă пулма хистет — халăхран та çавнах кĕтет.
Кăçал пирĕн районта вăрман тата унти типĕтнĕ курăк çуннă 2 тĕслĕх пулса иртнĕ.
Çутçанталăк пуянлăхне мĕншĕн упрамалла мар-ха пирĕн; Уçланкăра кирлĕ-кирлĕ маршăнах кăвайт чĕртмелле мар. Енчен те ăна чĕртсен — хăвăр хыççăн лайăх сÿнтерсе хăвармалла.
Вăрмана вут хыпса илсен мĕн тери пысăк инкек тухма пултарнине пурте пĕлетпĕр. Район территорийĕнче вăрманлă лаптăксем чылай. Сыхлăх-тимлĕх пирки самантлăха та манас марччĕ.