АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУТ ÇАНТАЛĂК ЫРЛĂХĔ ПУРИНШĔН ТЕ

22 июля 2009 г.

 

Сивĕ хĕл хыççăн хĕвеллĕ ырă çуркунне çитет, ун хыççăн ăшă та пуян çу кунĕ вăй илет. Пурте — ачасем те, çитĕннисем те унпа кăмăллă, ăна куç пек кĕтеççĕ. Ытларахăшĕ çак вăхăтра канма тухать. Камăн май пур, курортсене каяççĕ, теприсем хамăр тăрăхри çут çанталăк ырлăхĕпе туллин усă кураççĕ.

Пирĕн тăрăхра хитре вырăн чылай. Вăрмансем те çывăхра, юхан шывсем те, кÿлĕсемпе пĕвесем те пур. Ĕçлекенсем, шкул ачисем пушă вăхăта, канмалли кунсене çут çанталăк ытамĕнче ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕрисем вăрмана çÿреме кăмăллаççĕ, теприсем шыв хĕрне васкаççĕ. Пĕчĕккисем те, ваттисем те вăлта хулкисем вылянине пăхса ларса савăнаççĕ. Пулли кĕрсен-кĕмесен те шыв хĕрринче çыннăн кăмăлĕ уçăлать, сывлăхшăн та усăллă. Шыва кĕрсе, хĕртĕнсе выртни камăн кăмăлне каймасть пулĕ!

Анчах... Çынсен кăмăлне, савăнăçне мĕнле те пулин пăтăрмах кÿрес тенĕ пек хăтланаççĕ-çке хăшĕсем. Акă, Комсомольскинче, «Сельхозтехника» çывăхĕнче вырнаçнă пысăк плотина кунти çут çанталăка, тавралăха чăннипех илем кÿрет. Кунта шыва кĕме те, пулă тытма та, канса ларма та питĕ меллĕ.

Такам хушнипе е никам хушмасăрах плотинан затворĕсене уçса, кĕркуннечен хăварма пулмастчĕ-ши;

Урмаелĕнчи пысăк та илемлĕ плотина та хăйĕн ырлăхĕ патне ватти-вĕттине туртатчĕ. Кунта та шыва юхтарса кăларчĕç, кăштах çеç юлчĕ. Район центрĕнчи тĕслĕхе кура-ши, хăш-пĕр ялсенче те пĕвесене уçса янисем курăнкалаççĕ. Çут çанталăк ырлăхне пăсни мар-и çакă;

Ваттисем те, ача-пăча та кÿренсе калаçаççĕ, тарăхаççĕ çакăншăн.

Пирĕн шутпа, пуçлăхсен те халăха çут çанталăк ырлăхĕпе туллин усă курма майсем туса пама тăрăшмалла. Плотинасемпе пĕвесенчен шыва юхтарса кăларассине чарса лартмалла. Пушар тухас пулсан та машинăпа шыв патне çывхарма çук.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика