22 июля 2009 г.
Çул çине, ĕçе юсавлă техника çеç тухтăр тесе ЧР Патшалăх техника надзор инспекцийĕ ЧР шалти ĕçсен министерствипе пĕрле «Трактор» операци —уйăхлăх ирттерет. Кăçал ăна августăн 1-31 мĕшĕсенче йĕркелеççĕ. Çак вăхăтра Патшалăх техника надзорĕн инженерĕсем, ГИБДД сотрудникĕсем ялхуçалăх тата ытти предприятисене çитеççĕ, çул çинче, хирсенче хăй тĕллĕн куçакан техникăна тĕрĕслеççĕ.
Пĕлтĕрхи операци вăхăтĕнче пурĕ 25 предприятие çитнĕччĕ. 152 техникăн юсавлăхне, çул–йĕр прависене механизаторсем епле пăхăннине тимленĕччĕ. Çавăн пекех ытти енчен тракторсемпе куçакан техникăна хакланă. Иртнĕ çул çул-йĕр прависене пăснă 7 техникăна тытса чарнă, 8-шĕ техника хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман. Çавăн пекех патшалăх регистрацийĕ витĕр тухман, техника тĕрĕслевĕнче пулман тĕслĕхсене тупса палăртрăмăр. Руль умне удостоверенисĕр ларнисем те тĕл пулчĕç.
Операци—уйăхлăх вăхăтĕнче çитменлĕхсене пĕтерме хушса 8 ертÿçĕне предписани çырса панă. 14 тракториста административлă майпа айăплама тивнĕччĕ.
Кăçал та çирĕп ыйтăпăр. Çавăнпа техникăсене юсавлă тытăр. Документсемсĕр çула ан тухăр. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсен техники тĕлĕшпе те çакă пырса тивет.