18 июля 2009 г.
Юлашки çулсенче çĕршывра шăл чирĕсемпе чирлекенсем йышлансах пыраççĕ. Вĕсен шучĕ ÿсни пирĕн районта та палăрать. Шăл тухтăрĕн кабинечĕн алăкĕсем хыçĕнче черет яланах пур. Чирлĕ шăл ыратма пуçласан ăна чăтма питĕ йывăр.
Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлекен Г.В.Шуряшкинана пĕлмен çын та çук пулĕ. Ун патне шăл чирĕсене сыватма таврари ялсенчен килсе çÿреççĕ. Чирлисене сиплени кăна мар, ырă сăмахпа кĕтсе илни çынсемшĕн паха. Хăйне ватăсемпе ватă пек, çамрăксемпе çамрăк пек тытать. Шăл сурнипе çĕрĕпе чĕптĕм куç хупман, асапланнă çынсемшĕн вăл чăннипех те çăлăнăç. Хăш-пĕрисем ун патне хăраса кĕреççĕ, каялла тухнă чухне тав туса хăвараççĕ.
Галина Вениаминовна ĕçлекен шăл кабинечĕн алăкĕ умĕнчен çын татăлмасть. Çын асапне чунтан ăнланакан хĕрарăм вĕсене вăхăтра пулăшу пама тăрăшать.
Çынсене сиплес ĕçре кăна мар, обществăлла ĕçсенче те Г.Шуряшкина хастар. Вăл — Чĕчкен ял поселенийĕн депутачĕ. Ялти пурнăçпа, ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă чухне вăхăтлă та кирлĕ сĕнÿсем парать.
Мăшăрĕпе — Дмитрий Ивановичпа— икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ, Артем, Шупашкарти пĕр вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухать. Марта Аслă Чурачăк вăтам шкулне çÿрет. Вăл та, амăшĕ пекех, пултаруллă. Лайăх паллăсемпе вĕренет, обществăлла ĕçсенче те маттур. Шуряшкинсен çемйи юрă-ташăпа туслă.
Источник: "Каçал Ен"