18 июля 2009 г.
Кăçалхи ултă уйăхра районта пурĕ 110 преступлени шута илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта—118). Икĕ кварталта преступленисене 89,9 проценчĕпех уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта —86,9 процент).
Çынна вĕлернипе, автотранспорт хатĕрне вăрланипе çыхăннă преступленисем пулман. Çакнашкал йывăр преступленисем малашне те сиксе ан тухчăр.
Малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ушкăнпа каварлашакансем тата ниçта та ĕçлеменнисем преступлени çулĕ çине тухасси ÿсмен. Çул çитменнисем преступлени тăвассин кăтартăвĕсем пĕлтĕрхи тапхăрпа танах.
Çын çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсене кăçал пĕр преступлени сахалтарах тупса палăртнă: пĕлтĕрхи 6 уйăхра 19 факт, кăçал —18. Кун йышши преступленисене малашне те нумайрах шута илĕпĕр. Суд сакки çине ларса айăплисем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туччăр, алла ирĕке яни ырри патне илсе пыманни пирки шутлаччăр.
Районти çул-йĕр çинче 6 уйăхра пурĕ 17 авари пулнă. Вĕсенче 26 çын аманнине, 8 çын вилнине регистрациленĕ. Январь —июнь уйăхĕсенче районта çул-йĕр правилисене пăснă 3206 факта регистрациленĕ. Вĕсемпе пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Аварисем ан пулччăр тесен, водительсен яланах хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнмалла. Руль умне ларас умĕн алкоголь шĕвекне ĕçмелле мар. Асăннă тапхăрта ГИБДД ĕçченĕсем 104 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене пăсмалла мар.
Источник: "Каçал Ен"