АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх, хастарлăх тапса тăрать

18 июля 2009 г.

 

15—20 çул каялла район центрĕнчен аякри ялсене чĕркуççи таран атăпа çеç çитме май пурччĕ. Вăхăт тени вара пурне те улăштарать. Юлашки 10 çулта ялсенче пурăнакансем çурт çумĕнченех çăмăл машина çине ларса кирек ăçта та тухса кайаяççĕ. Пÿртсем умĕпе иртсе пынă чухне тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: вĕсем пысăк та çÿллĕ, пÿрт тăррисене хĕрлĕ, шурă тĕслĕ çивиттипе витнĕ...

Тăманлă Выçлири Поляковсен çуртне асăрхамасăр иртейместĕн. Ун пеккисем районта татах та нумай. Капăрлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе аякранах илĕртеççĕ вĕсем. Районти ялсенче çамрăксем çуртсем туни питĕ савăнтарать. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек капăр та хăтлă, илемлĕ керменсем çĕклеççĕ вĕсем. Утса пынă май кил хуçипе, Сергей Поляковпа, курса калаçрăм.

Вунă çул ытла шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать туслă çемье. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвне, хăйсен тăрăшулăхне пула капмар çурт çĕклерĕ мăшăр. Халăха ырлăх та, хăтлăх та туса парассипе çĕршывра чылай программа ĕçлет. Патшалăх паракан кредит ял çыннине нумай пулăшать. Уйрăмах — ялта пурăнас тĕллевлисене. Шăпах çавăн пек çынсем Поляковсем. Вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕпе Правительствин «Ялта пурăнакан» программипе те усă курчĕç. Йăлтах хатĕр Поляковсен хуçалăхĕнче. Лупас, мунча, гараж çĕклерĕç.

Çамрăксем мĕнле пурăннине пÿртех кĕрсе куртăм: пÿлĕмсем çутă та таса, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Чÿречесем çинче чечексем ÿстерме те ÿркенмест кил хуçи хăрарăмĕ. Тирпей, илем хуçаланать Поляковсен хуçалăхĕнче.

— Çуртăн проектне хăвăрах тунă е пĕр-пĕр чаплă архитектор?— кăсăклантăм кил хуçипе тĕл пулнă май.

— Мăшăрпа иккĕнех шутласа тунă ăна. Хамăршăн хăтлă та илемлĕ пултăр тенĕ. Ас тăватăп-ха, хĕллехи вăрăм каçсенче çурта çĕкличчен темиçе хутчен те унăн проектне хут çине ÿкереттĕмĕр. Хамăр тăрăшсан, вăй хурсан, Турă пулăшсан ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççех. Патшалăх укçа-тенкĕ парса пулăшни те малалла талпăнма хăват панă.

Хальхи вăхăтра çамрăксем нумайăшĕ хуланалла туртăнаççĕ. Поляковсен çемйи пеккисем пулнăшăн манăн чун çĕкленет.

Сире ял мĕнпе илĕртет тесе ыйтсан, С.Поляков çапла хуравларĕ: «Паянхи кун ялта пурăнма питĕ лайăх. Пахчара улма-çырла ÿстерме, картишĕнче выльăх-чĕрлĕх усрама пулать. Ĕçлеме çеç ÿркенмелле мар. Ялта çулсене сарнă, «сенкер» çулăм кашни çурта кĕнĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар».

Çапла, ĕçрен хăрамаççĕ Поляковсем. Сергей «Пайгас» ял хуçалăх производство кооперативĕнче водительте ĕçлет. Мăшăрĕ, Алена, «Çĕр тат çынсем» район музейĕнче тăрăшнă. Паянхи кун кĕçĕн ывăлне — Антона пăхать. Аслă ывăлĕ Атнер шкулта вĕренет. Хисеплеççĕ вĕсене тăванĕсем, ял-йыш тата юлташĕсем.

Тукай ял поселенийĕнчи ялсем пурăнаççĕ-ха, çĕнелеççĕ, тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе хастар ĕçленĕренех капăрланаççĕ. Анчах та вĕсенче çамрăксем яла сахал юлни пăшăрхантарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика