18 июля 2009 г.
Аслă ăру çыннисене пулăшасси — кашнин тивĕçĕ. Уйрăмах çамрăксем вĕсене пысăк тимлĕх уйăрни паха. Ара, кил-çуртра, пахчара ĕçлемелли те чылай. Хăшĕ-пĕрин ачи-пăчи те çук пулĕ е инçетре пурăнаççĕ. Кун пек чухне вара ыттисем пулăшу кÿни ватăсемшĕн темрен те хаклă. Вĕсене çакăн пек хисеплекенсем, вăхăтра пулăшу кÿрекенсем пирĕн хушăмăрта та пур.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем каникула усăллă ирттереççĕ. Ватăсене пулăшма манса каймаççĕ. Вĕсене шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ, Людмила Вячеславовна Смирнова йĕркелесе тăрать. Хырай Ĕнелте пĕччен пурăнакан ватă çынсем пайтах. Вĕсенчен пĕри вăл – Аслă вăрçă ветеранĕ Клавдия Павловна Зайцева.Вăл час-часах юн пусăмĕ хăпарса кайнипе аптăрать. Ачисем, инçетре пурăннăран, пĕрмаях амăшне пулăшма килсе çÿреймеççĕ. Çавăнпа та шкул ачисем Клавья аппана тăтăшах пулăшма тăрăшаççĕ.
Акă, шăрăха пăхмасăрах, вĕсем ватă кинемее пахчари çĕр улмине çумласа пама шутларĕç: Наташа Мукшина, Алла Зайцева, Настя Козлова, Клава Руссакова, Дианăпа Игорь Ефимов улма йăранĕсем çинче пĕр çум курăкĕ те хăвармарĕç. Хĕрсем вара кинемее пÿртре тирпей-илем кÿме те пулăшрĕç.
Ачасен ĕçĕпе Клавье аппа питĕ кăмăллă пулчĕ, хăйне манса кайманшăн, пулăшса тăнăшăн вĕсене чунтан тав турĕ.
Источник: "Каçал Ен"