18 июля 2009 г.
Районти предприятисен йышĕнче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕ курăмлă вырăн йышăнать. Çултан çул тĕрекленсе пырать вăл. Пилĕк ялтан çÿреççĕ унта ĕçе: Тутар тата Чăваш Элпуçĕсенчен, Хирти Выçлирен, Хирти Мăратран тата Явăшран. Р.М.Мансуров пиллĕкмĕш çул çак хуçалăха ертсе пырать. Вăл ял хуçалăхĕнче ĕçлеме вĕренмен пулсан та пысăк çитĕнÿсем тăвать. Учитель профессине пăрахса çĕр ĕçĕпе ĕçлекен, хуçалăх ертсе пыракансем чылай пирĕн районта. Вĕсем — А.Ершов, М.Шарафутдинов, Х.Идиатуллин, Н.Перьев тата ыттисем те.
Р.Мансуров хуçалăхра ĕçлеме пуçласан лару-тăру чăннипех те çăмăл пулман. Мĕнлерех унăн ÿсĕмĕсем? Паллашар-ха вĕсемпе тĕплĕнрех
«Пирĕн хуçалăхра тутар чăвашла калаçать, чăваш вара —тутарла. Ĕçченсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшаççĕ. Унсăрăн ĕç те кал-кал каяймасть», — терĕ Ремис Мансурович. «Туслăхра — вăй», тесе ахальтен каламан ваттисем.
Килĕштерсе ĕçленине ним те çитмест. Пысăк тухăç илес тесен тăрăшулăх та кирлĕ. Иртнĕ çул кĕр тыррисене 270 гектар çине акса хăварнă. Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 920 гектар çине акнă. Çĕрулмие 100 гектар лартнă, выльăх кăшманне 5 гектар çине акнă. «Дружба» ЯХПКра пушă выртакан çĕр çук. Председатель шухăшĕпе, тухăç кăçал пĕлтĕрхинчен кая пулмалла мар. Мĕншĕн тесен вăрлăхсене тăтăшах улăштарса тăраççĕ. Çĕннисене аякран, урăх облаçсенчен туянаççĕ. Анчах та ялсенче вĕреннĕ çамрăк специалистсем çукки пăшăрхантарать ăна. Ертÿçĕн чи пысăк ĕмĕчĕ — çамрăксене яла хăварасси, унсăр пуласлăх çук-çке. Май пур таран пулăшма тăрăшать Ремис Мансурович. Тĕслĕхрен, Элпуç ял поселенийĕнчи çул-йĕре тÿрлетме чылай укçа-тенкĕ уйăрнă.
Сенаж хывнă, утă çулнă çĕрте тăрăшакан механизаторсене, водительсене те асăнчĕ председатель. Юрийпе Руслан Ильинсем — ашшĕпе ывăлĕ çак ĕçсенче тăрăшуллă пулнă. Николай Казаковпа Рустем Гафуров пĕр экипажпа нумай ĕç тунă. Вĕсем иккĕшĕ 150 гектар утă çулса сенаж хывнă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе усă курса çĕнĕ комбайнлă, хăватлă тракторлă пулма ĕмĕтленет ертÿçĕ. Константин Алексеев МТЗ-80 маркăллă трактор çумне «Волга-2» косилка кăкарса утă хатĕрленĕ. Утта çулса пĕтерни кăна мар, ăна типĕтиччен пăтратмалла та. Пахалăхĕ вăхăтра типĕтнинче-çке. Çак ĕçре Фенис Тазетдинов ырми-канми ĕçленĕ. Типнĕ утта пуçтарса тракторпа пысăк тюксем тăваканĕ — Сергей Козлов. Сенаж çине Фиркать Халитов КамАЗпа тата Василий Долгов Т-150 тракторпа вĕтетнĕ симĕс масса турттарнă. Çакăнта Рамил Ильясов, Рустем Халитов, Валерий Комиссаров, Камил Феткуллин хастарлăхĕпе палăрнă.
Председатель каланă тăрăх, ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ — ĕç участокĕсене ятарлă çынсене шанса пани. Акă, çуркуннерен пуçласа паянхи кунччен лартнă çĕрулми лаптăкĕнче Павел Долговпа Петр Аполонов тăрăшаççĕ. Ун çинчи çумкурăкпа, чир-чĕрпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе те вĕсемех кĕрешеççĕ.
Ял хуçалăхăн территорийĕнче столовăй та ĕçлет, унта кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Дилюзе Тазетдиновăпа Нурине Садртдинова пĕртăвансем кăнтăрла тата каçкÿлĕм ĕçченсене тутлă апатпа тивĕçтереççĕ.
Паркра паянхи кун та ĕç вĕресе тăрать. Комбайнерсем паян тесен паян хире тухма хатĕр. Ремис Мансуров хуçалăхра çеç мар, обществăлла ĕçсенче те хастар. Ял поселенийĕнче, район шайĕнче ирттерекен мероприятисене те хутшăнать. Физкультурăпа туслă пулнă май, спорт ăмăртăвĕсене те яланах хутшăнать, вĕсене ирттерме спонсорла пулăшу та парать.
Ремис Мансуровичăн 4 ача: икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Пушă вăхăт тупса çамрăк атте вĕсене похода, пулла илсе çÿрет.
Паллах, чăрмав кÿрекен кăлтăксем пур çĕрте те пур.Тĕрĕссипе каласан, ял хуçалăх тертне, тути-масине лайăх ăнланакан Р.Мансуров йывăрлăхсене парăнтарма пĕлет.
Источник: "Каçал Ен"