АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ çук

18 июля 2009 г.

 

Обществăлла мунча йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахнă хыççăн кашни çемье хăй валли укçа-тенкĕ пуçтарса ăна лартас тесе тăрăшать. Костя Антонов ячĕллĕ микрорайонта та вуншар мунча ÿссе ларчĕ. Паллах, çын çăвăнмасăр пурăнаймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ Константин Иванов: «Хĕвел тухнă-тухманах чăваш ларать мунчара», — тесе çырнă хăйĕн «Нарспи» поэминче. Унта çăвăнма вара сахал мар шыв кирлĕ. Унччен мунчасене шыв çывăхне вырнаçтарнă пулсан, халĕ кашни хваттертен шыв йăтмалла. Йывăр та хĕн ку. Кивĕ котельнăй çывăхĕнче пĕр кран пурччĕ-ха. Вăл та юсавсăр. Хăш-пĕр тăрлавсăр çынсем крансене кăларса каяççĕ. Хĕлле шăнса ларатчĕ. Кăçал вара укçа пуçтарса микрорайонта пурăнакансем хăйсен вăйĕпе шыв колонки лартас терĕç. Костя Калашников чи пуçарулли пулчĕ. «Водоканал» дирекцийĕ те çак шухăшпа килĕшрĕ. Сергей Николаевич Макаров трактор, экскаватор уйăрса пачĕ. Часах тимĕр бетон ункисем тиесе килчĕç. Колонка лартма пикенчĕç. Çак ĕçре Александр Такин, Василий Тихонов, Александр Краснов, Вениамин Еремеев сварщик тата экскаваторщикпа тракторист хастар пулчĕç. Пĕр талăкра шыв колонкине вырнаçтарса лартрĕç. Пултаруллă хĕрарăм Александра Калашникова материалсемшĕн халăхран укçа пухрĕ. Чăрмавсăр пулмарĕ çынсенчен укçа-тенкĕ пуçтарасси. Хăшĕсем тĕрлĕ сăлтав шыраса укçа тÿлесшĕн пулмарĕç, теприсем çынсенчен сахалтарах пачĕç. Шыв ăсма вара çав колонка патнех пыраççĕ. «Çын хушшинче рычак авăнмасть» ,—теççĕ пулмалла.

Колонка лартнă хыççăн пĕр çивĕч ыйту татăлчĕ. Пушар хăрушлăхĕ те нумай чакрĕ. Шыв алă айĕнче, халĕ колонка тавра тирпей-илем çеç кĕртмелле. Ăшă будка та тăвасшăн-ха. Çынсем «Водоканал» пуçлăхне С.Н.Макарова тата колонка тума хутшăннă пур рабочисене те чĕререн тав тăваççĕ. «Ырă ĕçĕн хакĕ çук», тесе калас килет манăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика