АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсеренех тупăш илеççĕ

18 июля 2009 г.

 

Районти ялхуçалăх кооперативĕсем пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Сенаж, утă янтăлаççĕ . Уяр вăхăтпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунта ертÿçĕн те, хуçалăхри ĕçченсен тÿпи те уйрăмах пысăк. Вĕсем ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлас тесе кунсерен ĕçе васкаççĕ. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ — районта чи ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри. Кунта тĕрлĕ пахча-çимĕç культурисене те, тĕш-тырăна та чылай гектар çинче çитĕнтереççĕ. Япăх мар тупăш илеççĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕсем «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕпе пĕрле ĕçлеççĕ. Хуçалăхăн пурĕ 800 гектар çĕр. Унта мĕн акса–лартса тăвассине халăхпа килĕшсе татăлнă. 150 гектар çине çур тыррисем, çавăн чухлех кĕр тыррисем акса хăварнă.

Вĕсем аван çитĕнеççĕ.Эпĕ кĕр тыррисем пирки интереслентĕм. «Вĕсем кашни çулах пĕр евĕрлĕ тухăç параççĕ. Çавăнпа лаптăкне ÿстересшĕн»,—тет фермер хуçалăхĕн ертÿçи М.Шарафутдинов.

Хуçалăх иртнĕ çулсенче суханпа ытларах ĕçлетчĕ. Кăçал вĕсене акман. 5 гектар çинче кишĕр, 10 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр аван çитĕнет. Нимĕç пăрçи (бобы) акакансем пирĕн районта çеç мар, республикăра та сайра. Туса илĕн те ăна ăçта сутмалла? Çак ыйту тухса тăрать. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ку енĕпе чăрмав çук. Вĕсем çак культурăна ăнăçлă сутаççĕ, сахал мар тупăш илеççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксем усă куракан çĕр лаптăкĕн 25 проценчĕ чухлĕ йышăнаççĕ. «Ку сахал»,— тет ертÿçĕ. Унта ытларах люцернăпа качака курăкĕ (козлятник) çитĕнтереççĕ. 20 гектар çинче вика ÿсет.

— Выльăхсем валли паха апат пулать,— çирĕплетет М.Шарафутдинов. Эпир пынă вăхăтра Айдар Купировпа Данис Гайзатуллин утă çулатчĕç. Вĕтетнĕ массăна Марсель Шамшутдинов турттарса тăратчĕ. Ĕç кал-кал пыратчĕ. Пирĕнпе пулнă специалистсем вĕсене пăхса тăнă май кăмăллă пулчĕç.

Хуçалăх агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çумкурăкран, чир-чĕртен им-çамсемпе усă курнă. Çавна пулах вĕсен тупăшĕ те çулран çул ÿссех пырать.

Çĕнĕ техникăсăр çĕр ĕçне пахалăхлă пурнăçлаймастăн. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ çулсеренех çĕнĕ тракторсем, кăкарса ĕçлемелли çĕнĕ йышши агрегатсем туянать. Вĕсем çĕр ĕç культурин пулăхлăхне ÿстерме пулăшаççĕ те.

Фермер хуçалăхĕ хура пусă çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал ун валли 50 гектар лаптăк уйăрнă. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче 50 гектар çинче хуратул çитĕнтереççĕ. Çак паха культурăпа ĕçлекенсем сахал. 1980 çулсенче вăл дефицит пулнă, ăна талонсемпе çеç панă, хуратула ÿстерессин хăйнеевĕрлĕхĕ пур. Çавăнпа та пулĕ пур ял хуçалăх предприятийĕ те çак енĕпе ĕçлемест, ĕçлесшĕн те мар.

Çĕрулмие иккĕмĕш çăкăр тетпĕр . Ун çине те пысăк тимлĕх уйăрать фермер хуçалăхĕ. Унта 130 гектар çинче çĕрулми çитĕнтереççĕ. «Романо», «удача», «невский», «розаро» сортсемпе ĕçлеççĕ кунта.

Ку статьяра М. Шарафутдинов ертсе пыракан хуçалăх çинчен кĕскен çеç çырса патăм. Пĕр вăхăтра вăл усă куракан кашни гектар лаптăкĕпе шутласан та, уйăхри чи пысăк ĕç укçипе те районта палăрса тăнăччĕ, малашне те вĕсем ăнăçлă ĕçлессе шанатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика