АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙОД ОРГАНИЗМА КИРЛĔ

15 июля 2009 г.

 

Çĕршывра çын организмне йод çитменнине пула чирлекенсен йышĕ самаях пысăк. Раççейре 60 процент чухлĕ çĕр лаптă-кĕнче йод çителĕксĕр.

Çавна май Раççей Сывлăх сыхлавĕшĕн ку тĕп проблемăсенчен пĕри. Йод — çыннăн пĕсехе парĕн гормонĕсен никĕсĕ. Вăл çын психикине, иммунитетне пысăк витĕм кÿрет. Уйрăмах çитĕнекен ача орга-низмĕнче йод çителĕклĕ пулмалла. Вăл кирлĕ шайра пулманнипе куç вăйĕ чакать, ăс-тăн япăхланать, ача ÿсеймест.

Йод сахалли хĕрарăм организмне те пысăк витĕм кÿрет. Хырăм ÿкнин, ача варта тĕрĕс мар аталаннин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — йод çитменни.

Апла пулсассăн, сывлăха упраса, профилактика ĕçĕсене пурнăçлама тивет. Талăкра çын организмне 50-200 мкг йод кирлĕ. Чăваш Енте ăна кунне вăтамран 40-80 мкг ĕçмелле.

Ытларах тинĕс пуллине, витаминпа пуян апат-çимĕç çимелле. Йодпа пуянлатнă ытти продуктсем çини те сирĕншĕн усăллă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика