15 июля 2009 г.
Чăваш Енре пурăнакан 451 çын утă — çурла уйăхĕсенче Чăвашстатра регистраторта тăрăшать. Çапла вара республика гражданĕсем ĕçлев ыйтăвне вăхăтлăха татса параççĕ. Статистика ведомстви те Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрленессипе çыхăннă чылай ĕçе пурнăçлать.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çырава хатĕрлессин çĕнĕ, яваплă тапхăрĕ вăй илчĕ: регистраторсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама пикенчĕç. Пĕрремĕш кун вĕсем хулари тата ялти çуртсен списокне йĕркелемелли инструкцие тишкерчĕç. Вăхăтлăх вырнаçтарнă персоналăн тĕп тĕллевĕ — çуртсен малтанласа хатĕрленĕ списокĕсене тата халăх пурăнакан вырăнсен схема планĕсене чăн пуррипе танлаштарасси. Кашни регистраторăн вăтамран 600 яхăн çурта çитмелле. Çавăн пекех вĕсен граждансен харпăр хăй пурлăхĕ шутланакан çуртсенче ялан миçе çын пурăннине тĕрĕслемелле. Регистраторсем нумай хутлă çуртсен хваттерĕсене кĕмĕç. Хăйсем кам пулнине ĕнентерекен документа регистраторсене кăтартмалла мар. Мĕн пур кăтартăва каласа панă тăрăх çырса хураççĕ. Регистраторăн вара официаллă çын пулнине çирĕплетнĕ йĕркепе хатĕрленĕ удостоверенипе ĕнентермелле. Вăл паспортпа пĕрле кăна вăйра тăрать. Шута илекенсен ĕçне графикпа чикĕлемен.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ хатĕрленÿ тапхăрĕ хыççăн хуралтăсен, пурăнмалли çуртсен хисепĕ тата Чăваш Енри ял-хулара ялан пурăнакан çынсен малтанласа палăртнă йышĕ çинчен информаци пухаççĕ. Ку кăтартусем 2010 çулхи çырава ирттернĕ тапхăрта халăх хисепне туллин шута илме кирлĕ.
Районта пурăнакансем, регистраторсене тухăçлă ĕçлеме пулăшас енĕпе сире граждан ăнланулăхне кăтартма ыйтатпăр.