15 июля 2009 г.
Питравра ял çыннисем вăййа тухассине вĕçленĕ. Паянхи çамрăксем вăл мĕн япала пулнине, унта мĕн тунине пĕлмеççĕ те пулĕ. Çакна шута илсе Аслă Чурачăк культура ĕçченĕсем темиçе çул ĕнтĕ çак уяв кунĕнче вăййа тухассине йĕркеленĕ. Çамрăксем пĕлччĕр, курччĕр чăваш юрри-ташши мĕнле илемлине тесе тивĕçлĕ канăва кайнисем вăйă картине тăраççĕ. Кăçал та кĕтÿ ансан ялти ватăсем культура çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Халăх йышлă пулчĕ унта. Пенсионерсем хăйсен çамрăклăхне аса илсе вăйă каларĕç. Ватлăха пăхмасăрах ташă картине тăчĕç. Вĕсем çине пăхатăн та унта çамрăклансах кайнă пек туйăнать. Пăртак кĕçĕнреххисем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче чăн-чăн вăййа тухса курман пулин те аслисенчен юлсах каймарĕç. Çамрăккисем вара çăвар карсах ватăсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Ватăсем терĕм те, уншăн ан çиленччĕр. Вăйă картинче, каларăм ĕнтĕ, ĕлĕкхи хĕрпе каччăсем пек пулчĕç. А.Наумов, В.Ефремов ура хуçса ташларĕç, хĕрарăмсене пĕрин хыççăн теприне ташă картине чĕнсе кăларчĕç.
Мĕн тĕттĕмленичченех юрă-кĕвĕ сасси татăлмарĕ. Т.Макарова хуткупăсне туртса ярсан мĕнле чăтса тăрăн; Уява йĕркелес енĕпе культура ĕçченĕсем Е.Шуряшкина, О.Николаева тата ыттисем те чылай тăрăшнă. Вĕсем техĕмлĕ какай шÿрпипе сăйларĕç. Уява килнисем ăна пурте тенĕ пекех тутанса пă-хрĕç.
Пурте, уйрăмах ватăсем, Питрав уявĕнчен савăнăçлă кăмăлпа саланчĕç.
Çакăн пек уяв ирттерни ÿсекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăййа тухассине чĕртсе тăратасси иккĕленÿллĕ пулсан та, курччĕр вĕсем ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн пултарулăхне. Вĕсем те çамрăк пулнă, савăннă, юратнă, магнитофонсемсĕр вăхăта интереслĕ ирттернĕ.