15 июля 2009 г.
Иртнисĕр пуласлăх çук теççĕ. Хăйĕн йăхĕн, ялĕн, Тăван çĕр-шывĕн историне вырăна хуман çын хăйне те хисеплемест.
Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенче пурăнакансем пирки вара çапла калаймăн. Вĕсем ял историне лайăх пĕлеççĕ. Çавна май кăçал 405 çулхи юбилейне те анлăн паллă турĕç. Ял уявне инçетри хăнасем, кунта çуралса ÿснĕ ентешсем, ял çыннисем, ватти-вĕтти те чылай пухăннă. Пĕрле савăнма сăлтавĕ те пур-çке. Питравра, Павелпа Петр апостолсен уявĕнче пĕрле пухăнса чун каниччен савăнма кашниех хавас пулни те куç кĕретех.
Савăнăçлă саманта чи малтанах ялти маттур ĕçченсене саламласа уçнă. Район пуçлăхĕ Г.Волков кунта тĕпленнĕ, унтан тухнă ентешсене ăшшăн саламланă.
Уявра тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем пулнă.
Икĕ ялта пурăнакансем хушшинче юрă-ташă ăстисем йышлă. Вырăнти художество пултарулăх коллективĕ, Шупашкар хулинчен килнĕ Константин Евруков, Александр Ильин, Светлана Яковлева артистсем ял-йыша, хăнасене пысăк кон- цертпа савăнтарнă. Пĕрле пухăнса юрласа-ташланине мĕн çиттĕр тата!