15 июля 2009 г.
Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче пурăнатпăр эпир. Чăваш çынни мĕн авалтан юрра ăста пулнă. Паян та кĕвве-çемме юрататпăр. Питрав кун чăвашсем юлашки хут вăйăра савăннă.Тепĕр кунах утă çулма тухнă та вырма ĕçĕсене пĕтермесĕр уява ирттереймен. Акă, çак кун Çĕнĕ Сĕнтĕр хăйĕн 81 çулхи уявне туса ирттерчĕ. Ăна çĕнĕсĕнтĕрсем виççĕмĕш хут уявлаççĕ.
Ир-ирех хитре тĕрленĕ тутăрсемлĕ тата саппунсемлĕ хĕрарăмсем Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ варринче вăйă картисем йĕркелерĕç. Нумайччен шăранчĕ юрă-кĕвĕ. Чăваш халăх юррисене куракансем хаваспах итлерĕç. Каярахпа вара капăр тумланнă хĕрарăмсем, килсе çитнĕ хăнасем ял хĕрринчи вăрман уçланкине пухăнчĕç.
Палăртнă вăхăт çитсен сцена çине «Родина» ООО ертÿçи Анатолий Потемкин, район пуçлăхĕн çумĕ, администрацин капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Борис Каринкин, Анатолий Орлов тата ыттисем хăпарчĕç. Вĕсем пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çак ялти çынсем нумайăшĕ «Родина» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче тăрăшаççĕ. Ĕçре пултарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнă çынсем: Надежда Демьянова доярка, Валерий Смирнов, Анатолий Филиппов трактористсем, Станислав Зайцев выльăх-чĕрлĕх, Надежда Филиппова пăру пăхакансем, Светлана Карсунова рабочи Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Пенсие тухнă çынсем те хуçалăхра вăй хураççĕ. Александра Зайцевана, Алевтина Кузьминана та хуçалăх ĕçĕсенче палăрнăшăн тав туса парнесем пачĕç.
Уява Çĕнĕ Сĕнтĕр культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ илем кĕртрĕ. Капăр тумланнă çынсем уяв сăн-сăпатне палăрмаллах пуянлатрĕç. Кÿршĕ ялсенчен те нумай хăна çитрĕ уçланкăна. Тĕслĕхрен, В.С.Тарасова Александровка ялĕнчен килнĕ. Паянхи кăмăл-туйăм çинчен ыйтсан, Валентина Степановна çакăн пек хуравларĕ: «Кашни çул килнĕ эпĕ уява. Праçнике йĕркелекенсене тав сăмахĕ кала- тăп».
Каярахпа пуçтарăннисене саламлама сцена çине «Чăвашрегионгаз» УАОн генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов хăпарчĕ. «Ĕç çынна илем кÿрет. Эсир ĕçлеме те лайăх ĕçлетĕр, канма та аван канатăр. «Родина» ОООн çитĕнĕвĕсемпе мухтанмалăх пур. Паянхи кун ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Ял халăхĕпе пухăнса туслă уяв ирттерни сире, паллах, вăй кĕртет»,— терĕ Кияметдин Садертдинович, экономика кризисĕ тапхăрĕнче пурне те хăватлăх сунса.
Мĕнле уяв вăл спорт тупăшĕвĕсемсĕр; Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хăйсен йĕри-тавра нумай халăха пуçтарчĕç. Вĕсенчен чи маттурри Александр Александров пулчĕ, уявăн хаклă парнине — такана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Александр Кабалин тухрĕ.
Кире пуканĕ йăтакансем те хĕрÿ кĕрешрĕç. Виталий Семенов — пĕрремĕш, Николай Лукин — иккĕмĕш, Дмитрий Кабалин виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Каçченех савăнчĕç, юрларĕç пухăннисем. Эпĕ те çĕнĕ-сĕнтĕрсене кĕр мăнтăрĕ тулăх килме, пÿлмесем тулли тултарма сунатăп.