АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РЕСПУБЛИКА КУНĔ ТУПĂШ ЧЫЛАЙ КŸНĔ

15 июля 2009 г.

 

Республика кунне Чăваш Енти халăх çеç мар, Раççейри тĕрлĕ регионсенчен, ют çĕршывсенчен те хăнасем килсе пирĕнпе пĕрле уявларĕ. Экономика енчен çакă нумай укçа-тенкĕ хăварма май килет. Енчен 2006 çулта 16 миллиард тенкĕ пуçтарăннă пулсан, кăçал вара 70 миллиард тенкĕрен те иртнĕ, 4 хут ытларах.

Çулсеренх социаллă объект нумай ĕçе кĕрет. Кăçал республикăри кардиологи диспансерĕн терапи уйрăмне хута янă. Шупашкарта «Улăп» ача сачĕ хăй алăкĕсене уçнă. Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераллă центрĕ тата ытти медицина çурчĕсем патне асфальт çулсем сарса çитернĕ, троллейбус линийĕ уçнă. Шупашкар районĕнче çутçанталăк газне пайлакан станци туса пĕтернĕ. Вăрмар поселокĕнче те чылай ĕç пурнăçланă. Историпе краеведени халăх музейĕ, «Урмарский» поселенисем хушшинчи культурăпа кану база центрĕ тата икĕ бассейнлă паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ халăха йышăнма пуçланă.

Уяв программинче Шупашкарти экономика форумĕ, «Регионы — сотрудничество без границ» регионсем хушшинчи выставка, феерверксен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ, «Русь мастеровая» Пĕтĕм Раççейри маçтăрсен конкурсĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Паллах, «Раççей çăлкуçĕсем» конкурс уйрăм вырăнта тăрать.

Тепĕр паллă япала вăл — хăнасен йышĕ ÿссе пыни. Енчен те 2006 çулта республикăна 12 çĕршыв делегацийĕ çитнĕ пулсан, 2009 çулта çывăх тата ин-çетĕн 25 çĕршывĕнчен пулса курнă. Раççейри тата ют çĕршыв предприятийĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартакан «Регионы — сотрудничество без границ» выставкăна кăçал 350 çын çитнĕ. Ку вăл 2 çул каяллинчен 2 хут ытларах. Кризиса пăхмасăрах паха документ чылай çырнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Ренова Оргсинтез» ХАОпа «Химпром» УАО производство площадкинче хĕвел модулĕ хатĕрлесси пирки меморандум, Беларуç çĕршы-вĕпе, Тамбов облаçĕпе туризм енĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен протокол. Çавăн пекех Бад-Верисхофен хулипе (Ба- вари, Германи) Намибири Рунду хулипе те килĕшÿсем тунă.

Пĕтĕмпе 2006 çулта уява 75,5 пин çын, 2008 çулта 264 пин çын хутшăннă пулсан, 2009 çулта ку кăтарту 300 пин ытла çынпа танлашнă.

Пĕр сăмахпа каласан, республика кунне ирттерсе Чăваш Ен пайтине чылай курнă, уявсем тупăш чылаях илсе килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика