15 июля 2009 г.
Çĕрулми туса илес енĕпе районта, районта çеç-и, республикăра та палăрса тăрать «Слава картофелю» агрофирма» ООО. Çĕршыв шайĕнче те пĕлеççĕ ăна. Хăйсем туса илекен продукцие тĕрлĕ регионсене ăсатаççĕ. Иртнĕ çул апат-çимĕçре усă курмалли çĕрулмие 600 тонна ытла çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатнă. 2000 тонна «иккĕмĕш çăкăрăн» паха вăрлăхне те туянакансем тĕрлĕ регионсенчен пулнă. Пĕлтĕр 10 гектар çинчи кишĕр кашни гектартан 750 центнер тухăç панă. Ăна çĕнĕ йышши технологипе туса илнĕ. Кунсăр пуçне «Слава картофелю» агрофирма» ООО ытти йышши культурăсемпе те ĕçлет, продукци туса илмелли лаптăка та ÿстерсе пырать.
«Слава картофелю» агрофирма» ООО çулсеренех «Уй-хир кунне» ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Питравра е унăн умĕн кунта ир пулакан çĕнĕ çĕрулмие астивсе пăхаççĕ, «иккĕмĕш çăкăр» туса илес енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, уй-хире тухса пăхаççĕ. Семинар ĕçне районти, республикăри çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи çĕрулми туса илес енĕпе «чирленĕ» ертÿçĕсемпе спе- циалистсем хутшăнаççĕ.
Кăçал вăл июлĕн 11-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Малтанах килсе çитнисем «Слава картофелю» агрофирма» ОООн техника никĕсĕпе паллашрĕç. Çĕнĕ йышши, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техникăпа пуян вăл. Тракторсем çĕнĕ, хăватлă. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем те агротехника ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçлама май параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ агрофирма кашни гектартан 200—300 цент-нер, хăш-пĕр лаптăксенчен 400—500 центнер тухăç илет.
Хăнасене районти «Каçал» фольклор ансамблĕн членĕсем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем семинара хутшăнакансене нумай юрă парнелерĕç.
«Уй-хир кунне» «Слава картофелю» агрофирма» ОООн Директорсен совечĕн председателĕ А.П.Капитонов уçрĕ, семинара хутшăнакансене саламларĕ. Салам сăмахĕсемпех район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.В.Павлов, РФ ял хуçалăх министерствин ÿсентăран департаменчĕн консультанчĕ Н.А.Конькова, «Слава картофелю» агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин тухса калаçрĕç. Хасият Семигуллович агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Агрофирмăра пултаруллă кадрсем ĕçлеççĕ. Механизаторсем ăста. Пур агротехника ĕçне те кунта пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Çĕрулмие кирлĕ пек упрама хранилищăсем пур. Семинара хутшăнакансем унта та çитсе курчĕç.
Вăрлăх — тухăç никĕсĕ. Çак чăнлăха питĕ лайăх ăнланаççĕ «Слава картофелю» агрофирма» ОООра. Çулсеренех вĕсене çĕнетсе тăма тăрăшаççĕ. Тĕпрен илсен Раççей тата Голланди сорчĕсемпе тăрăшаççĕ. «Невский», «удача», «романо», «ред скарлетт», «роко», «импала» сортсем пысăк тухăç параççĕ. Мĕншĕн тесен малтан вĕсене опытлă лаптăкра сăнаса пăхаççĕ. Темиçе çул лайăх тухăç панисене çеç лартса хăвараççĕ. Агрофирма «иккĕмĕш çăкăр» туса илес енĕпе ăнăçлă çыхăну тытакан республикăри, Раççейри предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсен опычĕсемпе усă курать. Çĕршыври тата Голландири тĕпчев институчĕсен тата селекционерсен пулăшăвĕ те вĕсемшĕн паха.
Семинар вăхăтĕнче уй-хирсене пăхса çаврăннă. Çĕрулми те, пахчаçимĕç те, тырăсем те аван çитĕнеççĕ. Хирсем пурне те кăмăла кайнă. «Слава картофелю» агрофирма» ООО çĕр ĕç культурипе чăннипех те тăрăшса ĕçленине палăртнă. Районти, республикăри, регионсенчи представительсем канашлура çĕрулми туса илес тĕлĕшпе хăйсем мĕнле ĕçленине каласа панă. Вăл е ку сорт пахалăхĕ, тухăçлăхĕ, «иккĕмĕш çăкăр» туса илмелли çĕнĕ оборудованисемпе паллаштарнă. Семинара хутшăнакансем техника туса кăларакансемпе, ÿсентăрансене хÿтĕлемелли япаласем туса кăларакансемпе тата сутакансемпе калаçусем ирттернĕ, килĕшÿсем тунă.
«Уй-хир кунĕ» пур еншĕн те усăллă пулнă. Ара, çĕр ĕçĕ хăйнеевĕрлĕ-çке. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ ваттисем. Ку чăнах та çапла. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни паха. Çакна «Уй-хир» кунне хутшăнакансем те палăртрĕç. Вĕсем хушшинче çĕр ĕçĕпе чылай çул ĕçлекенсем те, тин çеç ĕçе пуçăннă çамрăксем те пулчĕç.