АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕНЕ ЯЛАНАХ КĔТЕÇÇĔ

11 июля 2009 г.

 

Хулара пурăнакансем вăл е ку пичет кăларăмне киосксенче те туянма пултараççĕ пулсан, ялтисен почтальонкăсене çеç шанма тивет. Пичетленекен пĕтĕм продукци почта урлă халăх патне çитет-çке.

Почтальонкăсен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Кирек епле çанталăкра та тулли сумкапа ял урамĕсем тăрăх утмалла. Кама хаçат-журнал, кама — çыру, телеграмма, кама пособи парса хăвармалла. Укçа уйăхсерен валеçнĕ чухне вара пенсионерсем патне кĕрсех тухмалла, вак укçа çитмесен тĕрлĕ таварпа шайлаштармалла: вĕсен шутне канцеляри, парфюмери тата ытти хуçалăх таварĕ кĕрет. Çыхăну уйрăмĕнчен инçетри ялсене çитме чăнах та йывăр. Типĕ те ăшă çанталăкра вара велосипедпа çула тухаççĕ-ха, сивĕ те юрлă-çумăрлă тапхăрта çуранах утаççĕ.

Ĕçе чунтан парăннă, умри йывăрлăхсенчен хăраман çынсем çеç почта тытăмĕнче тытăнса тăма пултараççĕ. Шăпах çакăн пек хастар хĕрарăмсем ĕçлеççĕ те почта уйрăмĕсенче. Вĕсене малашне те малтан мала пыма ăнăçупа телей, çирĕп сывлăх сунатăп. Яланах асра тытăр: сире кашни çемьере кĕтеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика