11 июля 2009 г.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕ вĕрентÿ тытăмне нумай çĕнĕлĕх илсе килчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем 2001 çултанпа пуçласа математика предмечĕпе пĕрлехи патшалăх экзаменне тытнă. Унтан çулсеренех ачасен пĕлĕвне тата ытти предметсемпе те тĕрĕсленĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Чăваш Енре 10935 ача, районта 342-шĕ ППЭ тытрĕç. Кунта кашни вĕренекенĕн пĕлÿ шайĕ тĕрлĕрен пулни куç кĕретех.
ППЭ кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тесе район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе Николай Аркадьевич Максимовпа тĕл пултăм.
— Николай Аркадьевич, вĕренекенсем 9 çул ППЭ тытаççĕ. Кăçалхи кăтартусем, ытти çулхисемпе танлаштарсан еплерех?
— Вĕренекенсем кăçал вырăс чĕлхи, математика, биологи, хими, информатика, географи, вырăс литератури, ют чĕлхе, обществознани, истори, физика предмечĕсемпе ППЭ тытнă, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Кашни предметпа илес пулсан, кăтартусем тĕрлĕрен. Акă, вырăс чĕлхипе вăтам кăтарту — 60,4 про-центпа танлашать. 343 вĕренекенрен 14 выпускник экзамена кирлĕ пек тытаймарĕç. Математика предмечĕпе вĕренекенсенчен 59 проценчĕн пĕлĕвне «4» тата «5» паллăсемпе хакланă. Вĕсен йышĕнче 100 балл пухнă ачасем те пур. Тĕслĕхрен Б.Симакова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) икĕ предметпа Г.Садртдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) 100 балл пухма пултарчĕç. Кăтартусем пĕлтĕрхипе танлаштарсан, самаях пысăк. Ытти предметсемпе те ачасем паха пĕлÿпе палăрчĕç.
— Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, вĕренекенсем балсемпе кăмăллă-ши?
— ППЭ кăтартăвĕсене çирĕп тĕрĕслеççĕ. Кунта иккĕленмелли сахал. Апла пулин те кашни экзамен кăтартăвĕсене аппеляци пама май пулнă. «2» паллă илнисем экзаменсене çĕнĕрен Шупашкар хулинче тытрĕç. Хăш-пĕр предметпа кăтартусем пĕчĕкрех пулнă пулсан çитес çул вĕрентекенсем тата та тăрăшуллăрах ĕçлессе шанас килет.
— Алла аттестат илнĕ вĕренекенсене мĕн сунатăр?
— ППЭ тытнă вăхăт тата вĕренме кĕме документсем ха-тĕрлесси вĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртĕр. Хăвăр кăмăлланă вĕренÿ заведенийĕн алăкĕ сирĕншĕн яланах уçă пултăр. Çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнĕр.