АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИЕХ УНТА ÇУЛ ТЫТАТЬ

11 июля 2009 г.

 

Кашни çул июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Раççей Почти хăйĕн професиллĕ уявне анлă паллă тăвать. Ăна савăк та тулли кăмăлпа, пысăк кăтартусемпе кĕтсе илме тăрăшаççĕ Канаш хулинчи почтамтра ĕçлекенсем.

Коллектив туслă та пысăк пулни ĕçе кал-кал пурнăçлама хистет.

Тĕслĕхрен, Канаш хулин почтамтне пĕтĕмĕшле илес пулсан 57 почта уйрăмĕ тата Канаш хулине, Комсомольски, Канаш, Тăвай районĕсенче пурăнакан халăхсене тивĕçтерекен икĕ участок кĕрет. Пурĕ çак системăра 464 ĕçчен вăй хурать. Вĕсем пурте шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Кашни клиентпа тарават. Почтальонкăсем ялсенчи çынсемпе калаçаççĕ, çĕнĕ информацие пĕлтереççĕ, хаçат-журналпа туллин тивĕçтереççĕ. Паянхи почта çынсемшĕн — ырă-кăмăллă та тарават почтальонка, çыру, салам хыпарĕ, почта ещĕкĕнчи юратнă хаçат-журнал...

Çăмăлах мар экономика условийĕсенче те почта шав малалла ăнтăлать, çĕннине алла илет, кадрсен ăсталăхне ÿстерет. Тăрăшакансен ĕçне çăмăллатасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕслĕхрен, паянхи куна 53 почта уйрăмне касса терминалĕсемпе, компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 50-шĕ çынсене «Кибер-почтапа» усă курма майсем туса панă. Яллă вырăнсенче почта уйрăмĕсем ĕçлени унта пурăнакансемшĕн питех те меллĕ. Кĕске вăхăтрах çыру е посылка яма, е ятарлă перевод куçарма май пур. Çав вăхăтрах ытти йăла ыйтăвĕсене те çийĕнчех татса пама пултаратăр. Почта уйрăмĕнче телефоншăн, газшăн, электроэнергишĕн тата ыттишĕн те тÿлеме май пур. Çакă ял çыннисемшĕн питех те аван.

Эпир малашне те аталансах пырăпăр, çĕннине алла илĕпĕр. Пирĕн тĕллев — клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтересси.

Профессиллĕ уяв умĕн почта системинче вăй хуракансене, ветерансене пахалăхлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калатăп. Уйрăмах вара почтальонсен ĕçне па- лăртса хăварас килет. Вĕсем хăть мĕнле çанталăкра та çула тухаççĕ. Хаçат-журналпа, çыру-хыпарпа тивĕçтерме васкаççĕ.

Уяв ячĕпе пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм-кун-çул, ăнăçу сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика