08 июля 2009 г.
Пуриншĕн те паллă: тĕнчене юрату тытса тăрать. Юрату пĕтсен этемлĕх пĕтесси те ин-çех мар иккен.
Ют çĕршыв медикĕсем чĕре чирĕпе чирлекен 10 пин çынна тĕпченĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: туслă, юратуллă çемьере пурăнакан арçынсем юратусăр пурăнакан çемьери арçынсенчен икĕ хут сахалтарах чирлеççĕ.
Юлашки çулсенче çынсем темле ăнланмалла мар чирпе чирлени медиксене шухăша янă. Çав чирĕн хăшпĕр паллисем çаксем: пуç ыратни, юн пусăмĕ хăпарни, сăлтавсăр хăрани е хĕрсе кайни, аллерги, хырăм таврашĕнче ыратни, мăнтăрланни е сăлтавсăрах начарланни. Тĕпчевсем ирттерсен çакă палăрнă: юрату çуккипе чирлеç-мĕн вĕсем.
Çывăхланассинчен пĕрре кăна пăрăнни те юна стресс гормонĕсем питĕ нумай кăларса ярать.
Енчен те çын хăйне юратмаççĕ, хакламаççĕ, хисеплемеççĕ тесе шутлать пулсан; Адреналин, организмшăн ытти сиенлĕ гормонсем пуçтарăнса пыраççĕ те иммунитета хавшатаççĕ. Çавăнпа мар-ши эпир час-часах чирлетпĕр; Пуçлатпăр вара пĕр специалистран тепĕр специалист патне çÿреме, пĕр чиртен тепĕр чире сиплеме. Чăн-чăн сăлтав пирки — юрату çукки — шутламастпăр та. Лайăх эмоци çителĕксĕрри, ытти стреслă лару-тăру кунран-кун пирĕн организма вăйсăрлатать, ывăну синдромĕ пуçланать, ку вара вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.
Юратусăр çын ытларах чухне çынсемпе пит хутшăнсах каймасть, усалланать, эрехре, сигаретра, наркотикре çăмăллăх шырать.Мĕн тумалла ун пек чух;
Чи çăмăлли — психотерапевт патне каясси. Тем пек йывăр пулсан та, час-часах çынсемпе хутшăнмалла, компанире пулмалла. Макăрса илсен те юрать, куççульпе пĕрле организмран стресс гормонĕсем те тухаççĕ.
Паллах, «хура тапхăртан» тухма çăмăл мар. Ун пек чухне калаçас та, кулас та килмест. Куласса вара кулмаллах!
Ученăйсем каланă тăрăх, кулă çын организмĕнче эндорфин тума пулăшать, вăл вара хÿтлĕх парать. Тем пек кăмăлсăр, йывăр лару-тăрура та кулăшла самантсем тупма тăрăшмалла.
Йывăр хуйхă пырса çапсан нимĕн те пулăшаймĕ ĕнтĕ. Чунăн хăш чухне асапланмалла,—теççĕ психологсем. Апла лăпланса çитме вăхăт кирлĕ. Кăштах вăхăт иртсен вара эсир татах кулкалама пуçлатăр. Пĕррехинче хăвăр сисмесĕрех тенĕ пек, пуçа шухăш пырса кĕрет: «Мĕнле илĕртÿллĕ япала вăл пурнăç».