08 июля 2009 г.
Район администрацийĕнче ĕç ушкăнĕ хăй тĕллĕн ĕçлес текенсен бизнес-планĕсене пăхса тухрĕ. Вĕсене, енчен те хăйсен ĕç тĕллевне туллин çирĕплетсе парайсан, субсиди параççĕ.
Ларăва ĕçсĕр тăрса юлнă 3 çын хăйсен бизнес-планĕсене тăратнă. Вĕсене пăхса тухса иккĕшне субсиди пама йышăннă. Çакă ЧР халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан тĕллевлĕ программăпа пулса пырать. Хăйсен бизнесне уçас текенсемпе халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр килĕшÿ тăвать. Укçа-тенке ĕçсĕр тăрса юлнă çын предпринимательствăпа пĕр çулталăкран кая мар ĕçлес тĕллевлĕ пулсан çеç куçарса параççĕ. Ларура пăхса тухнă бизнес-план тăрăх пĕри ял хуçалăх продукцине туса илес тата ăна тирпейлес, тепри йывăçран япаласем тăвас енĕпе ĕçлесшĕн.
Субсидин чи пысăк виçи — 58800 тенкĕ. Ку вăл ĕçсĕр тăрса юлнисене паракан çулталăкри пособи чухлĕ.
Ларура пĕр бизнес-плана каялла тавăрса панă.