08 июля 2009 г.
Чĕлхе пире пĕр-пĕринпе хутшăнма, туслашма, ĕçлеме пулăшать. «Чĕлхе Киева та илсе çитерет» текен каларăша пурте пĕлетпĕр. Мĕн чухлĕ ытларах ăна пĕлетĕн, çавăн чухлĕ пурăнма та аван. Халĕ эпир хамăр çĕршыври халăхсен чĕлхисене пĕлнипе çырлахмастпăр, ют çĕршыв чĕлхине те вĕренме тăрăшатпăр.
Эпир Раççейре пурăнатпăр. Çавăнпа пурин те вырăс чĕлхине пĕлмеллех. Çапах та анне чĕлхи пуриншĕн те хаклăрах. Эпир Чăваш патшалăхĕнче пурăнатпăр. Конституципе çирĕплетнĕ тăрăх, чăваш чĕлхи республикăра тĕп чĕлхе шутланать, вырăс чĕлхипе пĕр танах.
Анчах эпир час-часах хамăр чĕлхене, анне чĕлхине хакламаннине куратпăр. Пуху-канашлу иртет-и е урăх мероприяти — эпир, унта пĕр-икĕ вырăс пулсан, вĕсене хисеплесе вырăсла çеç калаçатпăр. Ĕмĕртен чăваш халăхĕ хушшинче ÿссе çитĕннĕ çыннăн та ăнланмаллах пек вырăнти халăх чĕлхине. Анчах пурнăçра урăхларах пулса тухать. Вырăс кăна мар, чăвашĕ те калаçасшăн мар.
Комсомольскипе Кĕçĕн Каçалта, акă, ĕмĕртенпех чăвашсемпе вырăссем хутăш пурăннă. Хирĕçÿ пулман наци ыйтăвĕпе: çемье çавăрнă чух та вырăс-чăвашне тиркесе тăман. Пурте тенĕ пекех вырăсла та, чăвашла та калаçма пултараççĕ. Вĕсем вăл е ку нациллĕ пулнине шута та илмеççĕ. Пурте пĕр пекех. Çапах та кунта та чăваш чĕлхине «ăнланман» çынсем те çук мар.
Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартасшăн. Пĕррехинче пулла кайрăм. Кÿлĕ хĕррипе иртсе пыратăп. Кĕçĕн Каçал пенсионерĕ пулă тытса ларать. Иртсе пынă чух «пулă кĕрет-и, мĕнле;» тесе кăсăклантăм. «Я не понимаю, говори по-русски»— хуравларĕ пулăç.
Вырăсла калаçма тиврĕ. Çапах тĕлĕнтĕм: ара, пулăç пулă çинчен сăмах хускатнине пĕлетех ĕнтĕ. Чăвашла тĕрĕсех калаçма пĕлмест пулин те, вырăсла хурав пама пултарнă-çке.
Эпĕ ăнланмарăм: ку хăй вырăс пулнине кура хăйне мăнна хуни-и, е чăваша хисеплеменни;
Чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр, ĕçлетпĕр пулсан, пурин те чăваш чĕлхине хисеплемелле, вĕренме тăрăшмалла, тесшĕн.