АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УНРА – ПУРНĂÇ ИЛЕМĔ

08 июля 2009 г.

 

Çут тĕнчере мĕнле кăна професси çук-ши ! Пурнăç улшăнăвне, аталанăвне пула çĕннисем тата мĕн чухлĕ хушăнса пыраççĕ. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме, илемлĕ тумтир çĕлеме, хăтлă çурт-йĕр купалама, усал чир-чĕртен сыватма ĕмĕтленекенсен йышĕ нихçан та чакас çук. Паллах, çын хăйне килĕшекен ĕçре çеç чун киленĕçне тупаять.

Нина Алексеевна Смирнова 30 çул ытла Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Учитель пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ вăл. Çак профессие алла илсен вара пĕтĕм чунĕпе, шухăш-кăмăлĕпе ĕçе кÿлĕннĕ. Мĕн калăн, совет саманинче педагог ĕçĕ хисеплĕрех пулнăн туйăнать. Ахальтен мар ытларах çав вăхăтра çуралса ÿснисем халĕ шкулта вăй хураççĕ. Учителĕн хăйĕн тавра курăмĕпе, калаçăвĕпе, тыткаларăшĕпе, ту-мĕпе ыттисенчен çÿлерех тăмаллине Нина Алексеевна яланах асра тытнă. Çавăнпах тĕрлĕ хаçат-журнал, нумай кĕнеке, чылай методика литератури вуласах тăнă.

Çак чăваш хĕрарăмне çут çанталăк нихăш енчен те кÿрентермен: илемлĕ сăн-пит, яштака кĕлетке, уçă сас, ĕçченлĕх, сăпайлăх, тараватлăх...Çамрăкпа çамрăк, ватăпа ватă пулма пĕлнĕрен пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать Н.А.Смирнова. Ача-пăча тĕнчи уйрăмах хăйне евĕрлĕ: пĕр вăхăт çумăр та çуса ярать, çавăнтах хĕвелĕ ялкăшма тытăнать... Учитель, класа кĕчĕ пулсан, ытти шухăшсемпе ĕçсене манса вĕренекенсен савăнăçĕ-хуйхипе пурăнма пуçлать. Çав вăхăтрах тарăн та çирĕп пĕлÿ, тĕрĕс воспитани памалла.

— Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене вĕренÿ çине алă султарасшăн. Укçа-тенкĕ пурри чылай ыйтăва татса пани каламасăрах паллă. Анчах пуçри ăс-тăнсăр малалла кайма пур пĕрех йывăр,— тет пăшăрханса Нина Алексеевна.

Çакăн евĕрлĕ лару-тăрура шкулта ĕçлеме çăмăлах мар. Апла пулин те пĕр кÿлĕннĕ лава çине тăрсах малалла туртас пулать. Н.А.Смирнова уроксем ирттернипе çеç çырлахмасть. Класс тулашĕнчи ĕçсемпе вăхăта нумай ирттерет вăл. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче, конкурссенче, фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмахран, Наташа Медведева вара чăн-чăн пултаруллă çамрăк сăвăç пулса тăчĕ. Турă панине аталантармасан вăл сÿнсе ларма пултарать. Поэзин асамлăхне туйма хĕр ачана Нина Алексеевна хăнăхтарса вĕрентсе пычĕ.

Н.А.Смирнова шкул пурнăçне те хастар хутшăнать. Пултаруллă педагог юрă-ташăра çеç мар, спортра та ÿсĕмсем тăвать. Уйрăмах вăл волейболпа туслă, çавăнпах шкулти учительсен командинче тăрăшса вылять.

Нина Алексеевнăна эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Хам та учительте тăрăшнă май, унăн пуян ĕç опычĕпе паллашсах тăратăп. Кирлĕ чухне канаш-сĕнÿ ыйтма та вăтанмастăп. Вăл вара çынна ырă тума яланах хатĕр. Аслă юлташăмăн, хисеплĕ ĕçтешĕмĕн ÿсĕмĕсемшĕн чунтан хĕпĕрте-тĕп. Кăçал Н.А.Смирнова Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕ премине тивĕçрĕ. Çак пысăк чыса тар тăкмасăр никам та памасть. Чăннипех те учитель пулмах çут тĕнчене килнĕ вăл. Çак чăваш хĕрарăмĕнче — пурнăç илемĕ, çăл куç сиплĕхĕ, чăвашлăх тăсăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика