08 июля 2009 г.
Çакăн пек пултаруллă та ăшă кăмăллă, тарават çемьепе паллашнăшăн чунтан савăнатăп. Вĕсенчен çамрăксен тĕслĕх илмелли нумай. Сăмахăм Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Салминсем пирки пырать.
Иван Яковлевичпа Анфиса Кирилловна пĕр-пĕринпе ки-лĕштерсе, ăнланса, пур ĕçе те пĕрле пурнăçласа 62 çул пурăнаççĕ. Çак вăхăтра нуши те, телейĕ те, савăнăçĕ те пайтах пулнă паллах. Вĕсем пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр пулни халĕ те куç кĕрет. Ватăсем кулленхи ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ. Хальччен выльăх-чĕрлĕх те нумай пăхнă. Салминсем, çулĕсене пăхмасăрах, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Иван Яковлевич вĕсене ачасене пăхнă пек пăхать, питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕлĕнмелле те пек, 85 çула çитнĕ ватă хăй тĕллĕнех хуртсемпе йăпанать. Пылне те аванах илет. Епле тутлă тата вăл (тутанса пăхма та тÿр килчĕ)! Анфиса Кирилловна савнă мăшăрне çак ĕçре яланах пулăшма хатĕр.
Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕренпех шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Çамрăксем унтах паллашса çемье çавăрнă. Иван Яковлевич 41 çул Хирти Сĕнтĕр шкулĕнче ĕçленĕ, Анфиса Кирилловна та вырăс чĕлхи предметне 30 çула яхăн вĕрентнĕ. Вĕсем ачасене тарăн та паха пĕлÿ парас ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Вĕрентекенсен ĕçне пысăк хак панă, нумай-нумай Хисеп хучĕ парса чысланă. Вĕсен вĕренекенĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă, хăйсен вырăнне тупнă.
Салминсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Саша ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ, вăл — педагог. Николай Екатеринбургра тĕпленнĕ, отставкăри офицер. Зоя хĕрĕ строитель ĕçне кăмăлланă. Н.И.Кольцова — районти тĕп больница педиатрĕ. Вĕсем пушă вăхăт тупса ашшĕпе амăшĕ патне килме яланах хавас. «Пурте тăван киле пуçтарăнсан епле хаваслă, мăнуксен сасси чуна илĕртет. Татах та пурăнас, май килнĕ таран ĕçлес, савăнас килет. Çĕр çинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, ала-аллăн утма тÿр килнишĕн Турра тав тăватăп»,— тет Иван Яковлевич.
— Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши;
— Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурăннинче. Эпир мăшăрăмпа яланах пĕр чĕлхе тупатпăр. Пурнăçламалли ĕçе чи малтанах сÿтсе яватпăр. Вăрçăнса курман. Ачасене çĕр-шыва юрăхлă çын тунă. Ĕмĕре усăсăр пурăнса ирттермен. Йывăç лартнă, çурт хăпартнă, ачасене ÿстернĕ. Хамăра аса илмелĕх нумай ырă ĕç тунă, малашне те пурнăçласчĕ. Çамрăк ăрăва, мăнуксене, мăн мăнуксене воспитани парасчĕ,— теççĕ Салминсем.
Мăшăрсене çирĕп сывлăх сунатăп.