АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КŸРШĔ ВИÇĔ РАЙОН – УЯВРА

08 июля 2009 г.

 

Июлĕн 4-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарта елчĕксен, патăрьелсен тата комсомольскисен ентешлĕхĕсем Акатуй-Сабантуй йĕркелерĕç. Вăл «Шупашкар — 500 çул» кану паркĕнче иртрĕ. Çанталăк хĕвеллĕ пулмасан та унта халăх нумай пухăнчĕ. Виçĕ район çыннисен пултарулăхне курма, юрри-вăййине итлеме тĕп хуламăрта пурăнакансем те килсе çитнĕ.

Савăнăçлă мероприятие «Уяв» юрăпа ташă ансамблĕ уçрĕ. Сăмах май каласан, çак ушкăн республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те палăрнă. Нумай вăхăт хушши савăнтарчĕç вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе. «Комсомольски районĕ çакăнта пĕрремĕш çул хутшăнать. Виçĕ район тĕлпулăвне ентешлĕхсен ертÿçисем калаçса татăлнипе ирттереççĕ.Тахçантанпа курман çынсемпе тĕл пулма май пур паян. Çанталăк килĕшÿллĕ пулмасан та, пухăннисене чунри савăк кăмăл ăшăтать. Паянхи кун Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕрентетĕп. Чăваш халăхĕ хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса, аталантарса пыма пултарнăшăн эпир мухтанма тивĕç. «Уяв» ансамбль — манăн «ача». Çитес çул ăна пуçарса янăранпа 25 çул çитет. Комсомольски районĕнчи Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» фольклор ушкăнĕ тĕрĕс çулпа пырать. Май пур таран эпĕ вĕсене сĕнÿ парса тăратăп»,— терĕ коллектив ертÿçи Зинаида Алексеевна Козлова, унран çак уявăн пĕлтерĕшĕ çинче ыйтсан.

Малалла савăнăçлă мероприятие «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕ Валери Туркай тăсрĕ. «Эпир — каçалсем, елчĕксем, патăрьелсем — капла та яланах пĕрле. Паянхи пĕрлĕх — кăшт урăхларах пĕрлĕх. Паян пĕрремĕш хут тĕп хуламăр варринче виçĕ ентешлĕхĕн уявĕ иртет. Мĕн парать ку пире? Пирĕн туслăха тата та ытларах çирĕплетме май парать. Кирлĕ кун пек уяв, питех те кирлĕ»,— терĕ вăл мăнаçлăн.

Акатуй-Сабантуй уявĕ ячĕпе саламлама сцена çине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти политика канашĕн секретарĕ, тĕп канаш членĕ М.Михайловский, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» фракци членĕ П.Семенов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, елчĕксен ентешлĕхĕн председателĕ О.Викторов, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Г.Волков, Елчĕк районĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Патăрьелсен ентешлĕхĕн председателĕ П.Семенов, Патăрьел районĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов тата ыттисем те тухрĕç, пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе ырă сунчĕç.

Г.Волков тĕп хуламăрта пурăнакансене каçалсенчен хĕрÿллĕ салам илсе килни çинчен пĕлтерчĕ. «Патăрьелсем, елчĕксем, каçалсем чăннипех те чи пултаруллисем, хастаррисем тата талантлă çынсем пулнине тепĕр хут çирĕплетет çак уяв. Кам мĕнле ĕçлет — çапла канать. Пĕрлĕхре — вăй. Кÿршĕсем пĕрле пуçтарăнса калаçни, юрлани-ташлани пире пурне те вăй кĕртет»,— терĕ Геннадий Федорович саламласа. В.Гордеев, «Инвест-Лад» фирма директорĕ, уявпа кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ: «Кирлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Йывăр вăхăтра çакăн пек тĕл пулу çын сене пулăшать, хавхалантарать».

Ун хыççăн виçĕ районтан килсе çитнĕ художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсем уява килнĕ халăха савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Акатуй-Сабантуй концертне художество пултарулăх коллективĕсен чи лайăх номерĕсене суйласа илнĕ. Умлă-хыçлă сцена çине патăрьелсем, елчĕксем, комсомольскисем тухса савăк юрăсем шăрантарчĕç. Акă, Аслă Арапуçĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ хăйĕн юррисемпе куракансен чĕрисене тыткăнларĕ. Ăна Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Валерий Фролов ертсе пырать. Калама çук шукăль тумланнă хĕрсемпе каччăсем чăваш халăх юррисене янăратрĕç. Сăмахран, Валерий Васильевича юрă урлă тăван халăха юратма тата хисеплеме вĕрентнĕшĕн, юррисенче чăвашлăха упрама чĕннĕшĕн парне парса чысларĕç. Елчĕк тăрăхĕнчен килнĕ пултаруллă юрăçсем те пухăннисене чылайччен савăк кăмăл парнелерĕç. Республикăра анчах мар, Раççейре палăрнă Патреккел хорĕн коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ, вăй-хал хушрĕ. Çак ушкăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пырать. Вĕсем юрланă юрăсем те чĕре витĕр тухрĕç.

Пирĕн районтан Элпуç ял поселенийĕн тата «Мишар» эстрадăпа фольклор ансамблĕсен артисчĕсем Акатуй-Сабантуя хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сцена çинчи юрăçсемпе ташăçăсене куракансем чылайччен алă çупса хавхалантарчĕç, ташă картисем йĕркелерĕç.

Каярахпа сцена çине тĕп хуламăрти чăваш çăлтăрĕсем — Иван Христофоров, Сергей Павлов, Стас Владимиров, «Янташ» ушкăн тата ыттисем те тухрĕç.

Кунĕпех аттракционсем ĕçлерĕç. Елчĕксемпе патăрьелсем илсе килнĕ ал ĕçĕсемпе те паллашма май пулчĕ. Кăçал çакнашкал уява пĕрремĕш хутшăннипе-и, хамăра туллин кăтартаймарăмăр. Килес çул аванрах хатĕрленсе каясчĕ. Кÿршĕсем пек, хамăрăн сумлă çынсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чыслассине те йĕркелесчĕ. Çынсен умне кăлармалăх алă ĕçĕсем те пур-çке пирĕн.

Уява йĕркелекенсем спорт ăмăртăвĕсене те тĕплĕ хатĕрленнĕ. Спортсменсем волейбол, мини-футбол вăййисене вылярĕç. Ирĕклĕ майпа кавир çинче кĕрешрĕç, кире пуканĕ йăтакансем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, шашкăлла выляса ăмăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика