08 июля 2009 г.
Районти ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 127 ача çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 20-шĕ июнь уйăхĕнче кун çути курнă. Çуралакансем йышлă пулин те, вилекенсен шучĕ чакманни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, кăçалхи çур çулта 178 çын пурнăçран уйрăлнă.
Çемье çавăрас тĕллевлисем те пур. Кăçал 91 çемье тĕвĕленнĕ. Июнь уйăхĕнче 10 мăшăр çемье çавăрнă. Çитес вăхăтра çемьеленес тĕллевлисем заявлени панă.
Шел, уйрăлакансем те пур. 37 çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканнă.
Çур çулта, 13 ачанне ашшĕ кам иккенне палăртнă, 3 ачана усрава илнĕ.