АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛАНАХ ХАЛĂХ ХУШШИНЧЕ ПУЛНĂ

04 июля 2009 г.

Ĕçлекен яланах хисепре. Вăй-хал парать-и, ăс-хакăлпа çыхăннă-и, çынсемпе ĕçлемелле-и — кашниех хăйне евĕр. Кăткăслăхĕ те, йывăрлăхĕ те пур. Пĕр пăхсассăн , библиотекарь ларса çеç тăнăн туйăнать. Кĕнеке парать те — ĕçĕ те пĕтнĕ. Çакă айккинчен пăхсан çеç çапла пек. Ольга Михайловна Иванова Аслă Чурачăк ял библиотекинче 20 çул ытла вăй хунă. Çак кунсенче вăл 75 çул тултарать.

Ольга Михайловна йышлă çемьере ÿснĕ. Ашшĕ ăслă-тăнлă, вĕреннĕ çын пулнă. Çавăнпах пулĕ ачисем те пурте пĕлÿллĕ. Ачалăхĕ Ольгăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăчĕсене лекнĕ. Йывăр пулнă, чăтнă, ĕçленĕ.

Аслă Чурачăкри вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн маттур хĕр Улатăрти вăрман хуçалăхĕн техникумне çул тытать. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн хĕре Тутарстана ĕçлеме яраççĕ. О.Иванова унта вăрман касас ĕçе йĕркеленĕ. Арçынсем хушшинче тăрăшма çăмăлах пулман. Çапах та хĕр çухалса кайман, коллектива лайăх ертсе пынă. Кайран Вологда облаçне яраççĕ. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Хисеп хучĕсем, хаклă парнесем илме тивĕç пулнă.

Ÿсĕмсем тунă пулин те, çамрăк хĕр малаллах ĕмĕтленнĕ. «Хĕрарăм ĕçне суйласа илес тесе Канск хулинчи библиотекарьсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕтĕм. 2 çул унта пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван яла таврăнтăм»,— аса илет Ольга Михайловна.

Пĕлÿллĕ специалиста 1962 çулта тÿрех Аслă Чурачăк ял библиотекинче ĕçлеме шанаççĕ. Вăл вăхăтра пĕр вырăнта çеç ларса тăма май килмен. Агитаципе пропаганда ĕçне вăйлатмалла пулнă. Библиотекарь культура ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăшах «Заветы Ильича» колхозăн производство объекчĕсене тухса çÿренĕ. «Çулталăкра темиçе хутчен фермăсенче пулса мĕн чухлĕ калаçу, вулав конференцийĕсем ирттермен-ши, концертсем паман-ши?» — тет О.Иванова. Çураки, вырма, кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче тăтăшах хирсене тухса çÿренĕ. Йĕтемсем çинче хаçатсем кăларнă. Ĕçлекенсене çĕнĕ хыпарсем пĕлтернĕ.

Библиотекăра тĕрлĕ меро-приятисем йĕркеленĕ. Атеизм, эрехпе кĕрешесси, çĕршывĕпе паллă çынсен юбилейĕсем тата нумай-нумай темăпа каçсем туса ирттернĕ.

Вăл вăхăтра библиотекăра стендсем, кĕнеке выставкисем чылай пулатчĕç. Эпĕ пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех библиотекăна çÿренĕ те, çакна хам куçпа курнă. Вĕсене интересленсе пăхаттăм.

О.Иванова художество пултарулăх коллективĕпе тĕрлĕ концертсене хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, унăн концерт программине хатĕрленĕ çĕрте те тăрăшнă.

— Эпĕ ĕçленĕ чухне библиотека кĕнекесемпе пуянччĕ. Кунсерен купи-купипе килетчĕç. Вĕсене çырса та ĕлкĕрейместĕмĕрччĕ. Вырăсла, чăвашла, тутарла çырнă кĕнекесене вырнаçтарма çÿлĕксем те çитместчĕç. Илемлĕ литературăсăр пуçне ял хуçалăх специалисчĕсем, шкул ĕçченĕсем валли те ятарлă изданисем пурччĕ,— каласа парать Ольга Михайловна.

Кашни çулах библиотекăна 30 изданирен кая мар хаçат-журнал килсе тăнă. Вĕсем пĕчĕккисене, аслисене те кăсăклантарнă.

Библиотекăран çын татăлман тенĕ пекех. Ватти-вĕтти çÿренĕ унта. Ватă (ун çине пăхсан апла калаймăн та) библиотекарьпе калаçса ларатпăр та, хăй ĕçленĕ вăхăтри хастар вулакансене те астăвать. «М.Гимаев, А.Соколов, В.Шуряшкин, П.Краснов, Мухаметшинсем библиотекăра пур пĕтĕм вырăс тата чăваш писателĕсен произведенийĕсене вуласа тухрĕç пулĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ кĕнеке ыйтатчĕç»,— тет вăл. Студентсем те унтах çÿренĕ. Ольга Михайловна ретĕн-ретĕн ларакан çÿлĕксем çинчен кĕнекесене суйласа илме чарман. Çакă вулакансен кăмăлне кайнине палăртатчĕç. Кирлĕ кĕнекене тупаймасан вăл яланах пулăшма хатĕрччĕ. Эпĕ çакна хам курса тăнă, маншăн та çывăх çынччĕ вăл. Вăл е ку литература енĕпе сĕнÿсем паратчĕ.

Хастар ĕçшĕн О.Иванована нумай-нумай Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ парса наградăланă. Библиотека район шайĕнче лайăххисен шутĕнче пулнă. Хисеплеççĕ ăна. Паянхи кун та районти библиотекарьсем хăйсен профессиллĕ уявне чĕнеççĕ.

Мăшăрĕпе, Димитрий Захаровичпа, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пур ачи те аслă е ятарлă професси паракан шкулсене пĕтернĕ. Пурнăçра вĕсем хăйсен вырăнне тупнă.

Ольга Михайловнăпа Димитрий Захаровичăн 7 мăнук. Вĕсем кукамăшĕпе-асламăшĕ, кукашшĕпе аслашшĕ патне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килсех çÿреççĕ. Ку вара Ивановсемшĕн пысăк савăнăç.

Малашне те Ольга Михайловнăна ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика