АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНКЕКРЕН СЫХЛАНМА САМАНТЛĂХА ТА АН МАНĂР

04 июля 2009 г.

 

ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче республикăра 2008 çулхи ĕç сыхлавĕн лару-тăрăвне тишкернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова доклад тунă.

Пĕлтĕр республикăра вилнĕ çын йышĕ чакнă. Сакăр районта кун пек тĕслĕх пулман.

Республикăн кăтартăвне, федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионпа танлаштарсан, япăх теме çук. 2008 çулта производствăра аманнисем Пушкăртпа Тутар республикисенче тата Саратов облаçĕнче кăна пирĕннинчен кăшт сахал.

Пĕлтĕр ĕçпе тивĕçтерекенсем сыхлав мероприятине йĕркелеме укçа-тенкĕ хывасси те палăрмаллах ÿснĕ. Çулталăкра ку тĕллевпе 830 млн. тенке яхăн тăкакланă. Çак хисеп виçĕм çулхинчен 14,7 процент нумайрах. Урăхла каласан, пĕр çыннăн ĕç сыхлавне йĕркелеме вăтамран 3838 тенкĕ уйăрнă.

Иртнĕ çул ĕç условийĕсене палăртас тĕллевпе республикăри 184 организацире аттестаци ирттернĕ. Çакна пурнăçланă предприятисен шучĕ юлашки пилĕк çулта 800-е çитнĕ. Пĕлтĕр 7518 çынна ĕç сыхлавĕн йĕркине вĕрентнĕ. Аттестаци строительствăра, тирпейлекен производствăра тата вĕрентÿпе суту-илÿ тытăмĕнче ăнăçлăрах иртет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика