04 июля 2009 г.
Хальхи вăхăтра районта çар призывĕ пырать. Службăра тăракансем те чылайăн. Контрактпа та салтака кайма чĕнеççĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе калаçрăмăр çар ĕç комиссариачĕн 1-мĕш уйрăмĕн начальникĕпе Юрий Владимирович Венедиктовпа (вăл çар призывĕ енĕпе ĕçлет) тата Екатерина Анатольевна Конторскаяпа.
— Çуркуннехи призывра пирĕн районтан миçе çамрăкăн çар службине каймалла?
— Юрий Владимирович: Кăçал районти 79 çамрăкăн çар тумне тăхăнмалла (нарядпа). Анчах та эпир çак наряда ирттерсе тултартăмăр. Салтака 107 çамрăка яма палăртнă. Каччăсем хăйсем каясшăн. Акă, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 107 ача службăна кайрĕ.
— Çакă мĕнпе çыхăннă тесе шутлатăр?
— Юрий Владимирович: Служба вăхăчĕ çулталăк çеç пулни те пулĕ. Тен, çамрăксене юлташĕсенчен ÿксе юлас теменни те витĕм кÿрет. Юлашки çулсенче салтака каясран пăрăнакансем сахалланни палăрать.
— Çапах ун пеккисем те пур пулĕ?
— Юрий Владимирович: Пур. 74 ача çĕршыв умĕнче тивĕçне пурнăçласшăн мар. Ун пеккисем уйрăмах Хирти Мăнтăр, Нĕркеç, Шурут ялĕсенче нумай. Унта хĕç-пăшал тытайми, вăйсăр каччăсем çуралса ÿснĕ –ши? Вĕсене çакă пачах та чыс кÿмест. Ĕлĕк салтакра пулнăшăн хĕрсен умĕнче мухтаннă пулсан, халĕ çакă тепĕр хут таврăнса пырать.
— Çара кайиччен пĕр-пĕр специальность илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренме яратăр-и?
— Юрий Владимирович: Яратпăр. Районти çар ĕç комиссариачĕ водитель, водитель-электромеханик, электрик, радиотелеграфист специальноçĕсене алла илме вĕренме ярать. Уншăн РФ Оборона министерстви укçа-тенкĕ тÿлет. Çакна каламалла, пĕр-пĕр професси илнĕ çамрăка салтакра çăмăлрах та пулĕ. Уйрăмах çарта радиотелеграфистсем кирлĕ.
— Хальхи призывра специальноç илнĕ çамрăксем пулчĕç-и?
— Юрий Владимирович: Пулчĕç. 27 каччăн водитель удостоверенийĕ пур.
— Контракт та контракт тетпĕр, унпа килĕшсе çара каякансем пур-и?
— Екатерина Анатольевна: Пур. Акă, Хирти Мăнтăрти В.В.Гаврилов Тюмень облаçĕнчи Окуневка поселокĕнчи, Урмаелĕнчи А.А.Камальдинов Самар облаçĕнчи Рощинское поселокĕнчи, Комсомольскинчи Д.Г.Терентьев Шупашкарти, Кивĕ Сĕнтĕрти С.Н.Абукин Чечен республикинчи Борзой поселокĕнчи çар чаçĕнче контракт енĕпе службăра тăраççĕ. Аслă шкул пĕтернисем те пур.
Асанкассинчи В.В.Салаев Шупашкарта çарта тăрать. Патăрьел районĕнчи Ыхраçырмари Р.М.Хамидуллов (вăл контракт çырнă) авланнă. Апла пулин те çара кайма кăмăл тунă. Решит Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăрать. Вĕсем пурте 3 çула контракт çырнă.
— Паянхи кун салтакран таврăннă çамрăксен контракт йĕркипе ăçта службăра тăма май пур?
— Екатерина Анатольевна: Самара хулинчи 23-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадăра, Самар облаçĕнчи Рощински поселокри çар чаçĕнче, Тоцки хулинчи 21-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадăра, Чебаркуль хулинчи танк бригадинче, Екатеринбург хулинче 28-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадăра, Пермь крайĕнчи Звезднăй поселокри 385-мĕш артилери бригадинче, Ульяновск, Псков хулисенчи сывлăш-çар десанчĕсен чаçĕсене контрактпа çара кайма пулать. Каччăсене пур тинĕс-çар флочĕсенче те кĕтеççĕ.
— Контракт камсем çырма пултараççĕ?
— Екатерина Анатольевна: 18—40 çулхи çамрăксем. Сывлăх енчен вĕсем çирĕп пулмалла. Судпа айăпланнисене илмеççĕ.
— Контрактниксем çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ пулĕ?
— Екатерина Анатольевна: Паллах. Кашни çĕрте услови те, укçа-тенкĕ пулăшăвĕ те, çăмăллăхĕсем те тĕрлĕрен. Вĕсемпе районти çар ĕç комиссариатне килсе тĕплĕн паллашма пулать.
— Контрактпа çара каяс текенсем маларах вĕренсе пĕр-пĕр звани илме пултараççĕ-и?
— Екатерина Анатольевна: Ун пек майсем пур. Çарта службăра пулнă, 24 çула çитмен каччăсем çар училищисене вĕренме кĕрсе сержант званине илме пултараççĕ. Ун пек вĕренÿ заведенийĕсене асăнар-ха: Вольскри тыл аслă çар училищи, Томскри çарпа медицина институчĕ, Тулăри артиллерипе инженери институчĕ, Краснодарти С.М. Штименко çар генералĕ ячĕллĕ аслă çар училищи, Череповецкри радиоэлектроникăн çар инженерĕн институчĕ, Рязаньти çар автомобиль институчĕ тата Рязаньти аслă çар команда училищи. Кун пирки те пирĕнтен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр.
— Юрий Владимирович, Екатерина Анатольевна, çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Юрий Владимирович: Çара специальноç илнĕ вĕреннĕ çамрăксем ытларах кирлĕ. Сывлăхăрсене çирĕплетĕр, пĕр-пĕр професси илме тăрăшăр.
— Екатерина Анатольевна: Контрактпа службăра пулни сире аванах тупăш илме çăмăллăхсемпе усă курма пулăшĕ.
Источник: "Каçал Ен"