04 июля 2009 г.
Ĕçри ÿсĕм бухгалтерăн тимлĕхĕнчен, ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тунинчен нумай килет. Кашни цифрăна шута илмелле. Р.К. Андреева 33 çул ытла «Победа» ял хуçалăх кооперативĕнче бухгалтер-экономистра тăрăшать. Вăл çак ĕçре питĕ пысăк опыт пухнă. Шут ĕçĕнче чи асли пулма çăмăлах мар. Хуçалăхăн кашни кăтартăвне пĕлмелле. Çавăнпа тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Учетпа отчет ĕçне лайăх йĕркеленĕ унта.
Роза Кузьминична Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр ача питĕ тăрăшуллă та пултаруллă пулнă. 1969 çулта, сакăр класс пĕтерсен, Улатăрти совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Унта та тăрăшса вĕренет Роза. Тăрăшни сая кайман. Пултаруллă хĕр ача алла «хĕрлĕ» диплом илет. Унчченхи вăхăтра, аслăраххисем ас тăваççĕ пулĕ, çамрăк специалистсене ятарлă направлени парса ĕçе вырнаçтарнă, чи аван вĕренсе тухакансем вара хăйсен ирĕкĕпе хуть ăçта та вырнаçма пултарнă. Çапла Роза Кузьминична пĕлÿ илсен хăйĕн тăван Карăклă ялне ĕçлеме таврăнать. Темиçе çул бухгалтерта тăрăшать. Хăй суйласа илнĕ профессипе юратса, чунтан парăнса ĕçлет.
Çав хушăра хăйĕн пулас мăшăрĕпе — Анатолий Иванович Андреевпа паллашать. Пĕрлешнĕ хыççăн, 1976 çулта, çамрăк мăшăр упăшкин тăван ялне — Йÿç Шăхальне куçса килет, колхоз ĕçне кÿлĕнет. Çав самантран пуçласа паянхи кунчченех Р.Андреева бухгалтер-экономистра тăрăшать. Анатолий Иванович мĕн пенсие тухичченех мастерской заведующийĕнче ĕçлет. Шел пулин те, 2003 çулта вăл йывăр чире пула çĕре кĕнĕ.
Виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ Андреевсем, виçĕ пăхаттир. Аслă ывăлĕ, Саша, Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, стоматологи больницинче механикра тăрăшать. Володя вара водитель пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи радиотехника факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çак кунсенче вăл хĕсметре çулталăк службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăнчĕ. Амăшĕшĕн кунран пысăк телей те çук пулĕ!
Юлашки çулсенче бухгалтерсем компьютерпа ĕçлеме пĕлни кирлĕ. Унсăрăн май та çук. Шут ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашса пымасан — каллех кая юлатăн. Çавăнпа та Роза Кузьминична тавра курăмне ÿстерсех тăрать, тĕрлĕ курссенче пĕлÿ илет.
Килĕнче те ун яланах тирпейлĕ. Хăтлă та таса пÿлĕмсем. Сад тулли пахча-çимĕç ÿстерет хĕрарăм. Чечекĕсем те куçа шартараççĕ. Мĕнле ĕлкĕрет-ши çак хĕрарăм тесе тĕлĕнетĕп. Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх тытать. Ачисене аш-какай, пахча-çимĕç парса пулăшать.Тăрăшмасан, ĕçлемесен çакă пулмасть. Яланах ăшă кăмăллă та çепĕç калаçать Роза Кузьминична ял-йышпа.
«Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста. Çамрăксене нумай пулăшать, вырăнлă сĕнÿсем парать»,— теççĕ ун пирки ял çыннисем. Вăл чăнах та ĕçе тĕплĕ тунипе палăрнă.
Хисеплет те юратать ял халăхĕ Роза Кузьминичнана. Ырă сăмахсемпе çеç асăнаççĕ ун пирки.
Пĕррехинче нумай çул ĕçленĕ пĕр колхоз председателĕпе калаçма тÿр килчĕ. «Сирĕн Хисеп грамотисем пур-и?» — тесе ыйтсан, пÿлсех çапла хуравларĕ: «Кирлех-ши грамотăсем. Мана халăх юратать. Çавă — калама çук пысăк награда». Роза Кузьминична Андрееван, нумай çул чунпа парăнса пĕр вырăнта ĕçлесен те, тĕп хуламăртан килнĕ Хисеп хучĕсем çук пулин те, ăна ял-йыш, куршĕ-аршă тата пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çавă пултăр уншăн питĕ пысăк парне.
Источник: "Каçал Ен"