АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂРТАН ÇИРĔПРЕХ ЫЙТМАЛЛА

04 июля 2009 г.

 

Республикăри агропромышленноç комплексĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен Комисси çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев уçнă. Вăлах ертсе пынă.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне Чăваш Енре 2009 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче епле пурнăçланипе ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина каласа панă. «Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх,— палăртнă вăл, — ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ кăрлач-çу уйăхĕсенче 103,4 процентпа е, хак çине куçарсан, 4,7 млрд. тенкĕпе танлашнă». Агропромышленноç комплексне 1,6 млрд. тенкĕ инвестици хывнă. Наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа республикăри мĕн пур йышши ял хуçалăх организацийĕсем ĕне витисемпе комплекссене тĕпрен юсама, çĕнĕрен тума сакăр çуллăха 2,4 млрд. тенкĕлĕх кредит илнĕ. 76 обьектран утмăлăшĕ (79 процент) хута кайнă.

Кăçал малтанхи 5 уйăхра выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илесси —104,1 процентпа (37,5 пин тонна), сĕт— 100,1 процентпа (209,8 пин тонна), çăмарта — 103,2 процентпа (115,7 млн. штук) танлашнă. Республика сĕт туса илессипе Атăлçи Федераци округĕнче çиччĕмĕш вырăн йышăнать. 5 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1862 килограмм сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхинчен 7,1 процент ытларах). Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Элĕк, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсем аш-какай туса илессипе юларах пыраççĕ, 12 районта сĕт суса илесси чакнă.

Çĕрпÿпе Шупашкар районĕсенче сысна ĕрчетекен хăватлă комплекссене хута янăран салăллисен йышĕ республикăра çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17,2 процент ÿснĕ. Анчах ĕне-выльăх йышĕ чакассин çулне пÿлме çаплипех май килмест-ха. Çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 3,2 процент чакнă, ĕнесен — 2,5 процент. Çакă республика палăртакан тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарасси куç кĕрет.

Юлашки вăхăтра Раççей правительстви шайĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, хамăр туса илекен аш-какайпа, сĕт продукчĕсемпе рынока туллин тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕ мерăсем йышăнаççĕ. Раççейпе Белоруç Ял хуçалăх министерствисем килĕшсе татăлнă тăрăх, çĕртмен 15-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 30-мĕшĕччен кÿршĕллĕ çĕршыв пире типĕ сĕтпе тивĕçтермест. Тăваттăмĕш кварталра килĕшÿ малалла тăсăлать пулин те Белоруç сутакан типĕ сĕт калăпăшĕ çулталăк вĕçлениччен 15 пин тоннăран иртмĕ. Кăтарту 1-мĕш çур çуллăхринчен самаях пĕчĕк.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика