04 июля 2009 г.
Июлĕн 2-мĕшĕнче Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче кăнтăр енчи — Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Тăвай, Канаш тата Комсомольски районĕсенчи журналистсем Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕпе В.В.Антонов генерал-майорпа иртнĕ аудиоконференцире чылăй ыйту пачĕç. Çак мероприятие асăннă районсен шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсем те хутшăнчĕç.
Тĕл пулăва Вадим Валентинович тĕплĕ хатĕрленнĕ, хуравсем те анлă пулчĕç. Пирĕн ĕçченсен тĕп тĕллевĕ — обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетесси, преступленисене хирĕç кĕрешесси. Чăваш Енре преступноçа уçса парасси ÿссех пырать. Вĕсен шучĕ чакса пынине палăртмалла. Ку мĕнпе çыхăннине хальлĕхе калама иртерех-ха. Анчах та палăртса хăварас килет: профилактикăлла операци нумай хутчен темиçе тапхăрпа ирттернипе çыхăннă пуль тесе шутлатăп. Çынна вĕлерни, хĕнесе йывăр амантнисен шучĕ чакни мана, паллах, савăнтарать. Кăçал ултă уйăхра çурт-йĕрсенчен çаратасси ÿснĕ. Вăрлакансене тупса палăртнă тĕслĕх нумай. Вĕсенчен 70 проценчĕ — çак категориллĕ преступленисене туса суд умне тăнă çынсем. Паянхи кун уголовлă шырав ушкăнĕсенче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ — çавăн евĕрлĕ преступленисен шутне уçса парасси».
Малалла Вадим Валентинович республикăри ял поселенийĕсем çумĕнчи профилактика Совечĕсем ячĕшĕн, çиелтен ĕçленине палăртрĕ. Çак ĕçе общественноçа вăйлăрах явăçтарсан преступноçпа кĕрешес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине палăртрĕ.
Республика журналисчĕсене тем тĕрлĕ ыйтусем те кăсăклантарни паллă пулчĕ: çул çитмен ачасем преступленисем туни ÿснĕ е чакнă, шалти ĕçсен пайĕсенче ĕç вырăнĕсем пурри, вĕсен ĕç укçине ÿстерме хăш тапхăрта палăртни тата ытти те.
Министр çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче «Безопасный город» çĕнĕ программăллă комплекс йĕркелеме пуçланине пĕлтерчĕ. Çакăн пек меслетпе усă курса патрульпе çул-йĕр çинчи тата постри инспекторсем хăш вăхăтра, ăçти вырăнта пулнине палăртма пулать. «Паянхи кун тĕп хуламăрта «Экстренный вызов» точкисем 28, 98 видеокамера. Вĕсен шутне малашне те ÿстерсе пырăпăр. Видеокамерăсем уйрăмах çын нумай пухăннă, кĕсьесенчен вăрлама пултарнă вырăнсенче кирлĕ»,—терĕ В.Антонов.
Нумаях пулмасть çул çитменнисемпе ĕçлессипе федераллă саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çул çитмен ачасем каçхине 10 сехет иртсен пĕччен урама тухмалла марри пирки çирĕплетнĕ. Ун пирки те чарăнса тăчĕ министр. Вадим Валентинович республикăри шалти ĕçсен пайĕнче ĕç вырăнĕсем пурри пирки каларĕ. Чи пысăк ваканси — патрульпе пост службинче, паянхи кун вăл 6 процентпа танлашать. Ку унта ĕçлеме йывăр пулнипе çыхăннă. Уголовлă шырав службисенче те çын çитмест иккен.
«Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пĕлÿ çеç мар, талант та кирлĕ»,— вĕçлерĕ Вадим Валентинович Антонов калаçăва.
Çапла, милици ĕçченĕ пулма анлă тавра курăмлă çеç пулни çителĕксĕр. Унта ĕçлеме милици ĕçченĕ пулса çуралмалла пулĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикинче шалти ĕçсен министерствине туса хунă куна уявлаççĕ. Эпĕ те çак пархатарлă ĕçре вĕсене чăтăмлăх, сахалрах канăçсăр дежурствăсем, иксĕлми вăй-хал тата çитĕнÿ сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"