АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВТАПУÇ ПИРĔНПЕ ЮЛНИШĔН

04 июля 2009 г.

 

Акă ĕнтĕ хаçат-журналсене 2009 çулхи иккĕмĕш çур çула çырăнтармалли тапхăр вĕçленчĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, «Каçал ен» хаçата кăçалхи пĕрремĕш çур çултинчен нумайрах çырăннă. Йышăмăр 2130 экземпляра çитрĕ. Сăмах май каласан, 2004 çулта çак тапхăрта хаçат тиражĕ 1525, 2007 çулта 1870 экземпляр пулнă. Пире, редакци ĕçченĕсене, районта пурăнакан чылай çемье «район тĕкĕрне» суйласа илни питĕ савăнтарать, тата лайăхрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать. Тавах сире, пирĕн хаклă вулаканăмăрсем! Эсир яланах «Каçал енпе» туслă пуласса шанса тăратпăр. Пирĕн шанчăклă пулăшуçăсене — çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче хăйсен вăй-халне хĕрхенмесĕр ĕçленĕ почтальонсене чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, сывлăхăр çирĕп пултăр.

Эпир малашне те хаçатăмăра хыпарсемпе, сĕнÿсемпе пуян, тулли те интереслĕ тăвассишĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр. Паллах, асăннă тĕллеве пурнăçлама пире обществăлла корреспондентсем, ялкорсем те хастар пулăшаççĕ. Çак туслă çыхăнăва татас марччĕ. Яланах пĕрле пулар!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика